Тăвай районĕ: салтак ячĕ пур вăхăтра та сумлă

Йăнтăрчă ял тăрăхĕн территоринче пурăнакан çамрăксем арçын ятне ялан çÿллĕ шайра тытма тăрăшаççĕ, Раççей çарне каяс мар текенсем пулман. Пĕлеççĕ вĕсем – Раççей çĕршывне, унăн халăхне хÿтĕлесси – хальхи салтаксен тивĕçĕ.

Çак кунсенче Тенеялĕнче çуралса ÿснĕ, салтак ятне илтме тивĕçлĕ пулнă Григорьев Александăра Раççей çарне ăсатрĕç. Ăсату каçĕ ялти культура керменĕнче иртрĕ. Малтанах военкомат ĕçĕсене ял тăрăхĕнче йĕркелесе пыракан специалист Э.Николаева сăмах илчĕ. «Раççей çарĕн тĕрекĕ ан чактăр тесе, пирĕн ялан тăрăшмалла, инкек-синкек тухсассăн, вăл халĕ те çĕршыва сыхласа хăварма пултартăрччĕ. Раççей çарĕ малашне те çамрăк ăрушăн паттăрлăх, идея тĕлĕшĕнчен пиçĕхмелли, чăн-чăн патриот пулмалли аслă шкул пулĕ, халăхсен тăнăç пурнăçне халичченхи пекех çирĕп сыхласа тăрĕ,» - тенĕ.

Унтан ялти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ Н.П.Петрова тухса калаçрĕ. «Раççей çарĕн салтакĕ ятне тивĕçлĕ пулас тесен, кашни шкул ачин çирĕп сывлăхлă пулма тăрăшмалла, физкультурăпа, спортпа туслă пулмалла, çар службине паянах хатĕрленсе пымалла. Çав вăхăтрах харпăр хăйне идея тĕлĕшĕнчен çирĕплетме тăрăшмалла, пур предметпа та тарăн пĕлÿ илме мĕн кирлине пурне те тумалла. Сашăна салтак ячĕ тухнă ятпа саламлатăп,» - тесе сăмахĕсене вĕçленĕ.

Сашăна çавăн пекех салтак ячĕ тухнă ятпа Йăнтăрчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Хайдукова саламланă. «Тăванусем сана ăмăрт кайăк пек вĕçме сарлака та хăватлă çунатсем панă. Пуринчен пахи – салтака нимĕнрен хăрама пĕлми чĕре панă. Чыслă тыт асаттесемпе аттесен ятне, чĕрере усра халăх тивĕçне. Герой пул, чăваш халăхĕн ывăлĕ. Кунта сана пĕтĕм халăх чун-чĕререн юратса кĕтсе тăрать,» - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче.

Салтак!

Йывăр та мухтавлă ун кун-çулĕ,

Аслă та пуян салтак чĕри.

Тăван çĕр хăвачĕ, халăх пилĕ

Парĕ хурçă çунатсем ăна!



03 июня 2013
14:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter