Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Шупашкар тата Чăваш митрополичĕпе Варнавăпа тĕл пулнă

Июнĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Шупашкар тата Чăваш митрополичĕпе Варнавăпа тĕл пулнă. Калаçура обществăри тăнăçлăха тата пĕрлĕхе упрас тата çирĕплетес ыйтусене сÿтсе явнă. «Чăваш Ен тата пĕтĕм Раççей çыннисен пĕр çемье пек пурăнмалла», - тесе каланă Варнава владыка.

М.Игнатьев пурнăçри темĕнле йывăр самантра та ырăлăха шанма кирлине палăртнă. «Ĕненекенсем мĕн чухлĕ ытларах, пирĕн пурнăçра ырри çавăн чухлĕ ытларах пулĕ», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре пурăнакансенчен 95 проценчĕ православи тĕнне тытса пырать.



04 июня 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter