Чăваш Ен Пуçлăхĕ: «Çитĕнӳ тăвас тесессĕн, хамăрăн ĕçе юратса, тӳрĕ те таса кăмăлпа пурнăçламалла»

Паян, çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çулсерен ирттерекен регионсен хушшинчи «Çамрăксен хули» вĕренӳ форумне хутшăннă. Паллă мероприятие Шупашкар хулин Атăл леш енчи «Буревестник» кану çуртĕнче йĕркеленĕ. Республикăри мĕн-пур хуласемпе районсенчен пин çурă ытла яш-кĕрĕм тата Азербайджанран, Молдовăран, Беларуçрен çамрăксем йышлăн пухăннă. Форума савăнăçлă лару-тăрура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçнă.  Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикинче çамрăксене хӳтĕлес тĕллевлĕ патшалăх политики пурнăçланнине палăртнă. «Влаçсен тĕллевĕ – çамрăксене пурнăç çулĕ çине тăма пулăшасси, професси шайĕнчен ӳссе, аталанса пырса хăйсен тавра курăмне анлăлатма пулăшасси», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Вăл çамрăксене  патшалăх енчен паракан пулăшусен хăш-пĕр тĕслĕхĕсем çинчен чарăнса тăнă. Калăпăр, вĕсен шутĕнче – республика Пуçлăхĕн стипендийĕ,  50 пин тенкĕлĕх çамрăксен патшалăх премийĕ, 100 çынран тăракан Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи çамрăксенчен йĕркеленĕ кадрсен резервĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ çумĕнчи Çамрăксен парламенчĕ  тата ыттисем те - пурте çакнах çирĕплетсе параççĕ. Юлашки çулсенче патшалăхăн граждан службинче ĕçлекенсен пĕрре виççĕмĕш пайĕ – вĕсем 30 çула çитмен яш-кĕрĕм. «Çамрăксене эпир хапăл тусах йышăнатпăр – вĕсенче пирĕн пуласлăх.  Çитес вăхăтра республикăн шăпи мĕнле пуласси вĕсенчен те нумай килет», - тесе уйрăммăн палăртнă Михаил Игнатьев. Вăл çамрăксене шаннине, вĕсене патшалăх май килнĕ таран пулăшма тăрăшнине каланă, форума хутшăнакансене ăнăçу суннă. Михаил Игнатьев «Патшалăх тата муниципалитет управленийĕ» лапама çитнĕ, унта пухăннисемпе тĕрлĕ ыйту сӳтсе явнă. Форума хутшăнакансем сăмаха май Михаил Игнатьевран пурнăçра çитĕнӳсем тума мĕн пулăшать тесе ыйтсан, вăл ыйтăва тӳрех çапла хуравланă: «Харпăрхăйне шанса панă ĕçе таса та тӳрĕ кăмăлпа юратса пурнăçламалла», - тесе çирĕпĕн хурав панă. Çавăнпа та çитĕнекен ăрăва яланах палăртнă тĕллев патне утăм хыççăн утăм туса тĕрĕс çул-йĕр суйласа илме пĕлмеллине каланă. Пурнăçри кăлтăксемшĕн питех те пăшăрханса хуçăлса ӳкмелле маррине те асăннă.  Кăçалхи форум вăл çĕртме уйăхĕн 3-9-мĕшĕсенче иртет. Палăртнă меропрятие республикăри çамрăксен обществăлла организацийĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ, Россотрудничества, РФ Патшалăх Думин Вĕренӳ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова тата Шупашкар хулин администрацийĕ пулăшнипе йĕркелесе ирттерет. Тĕплĕнрех

 

 



04 июня 2013
17:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter