Елчĕк районĕ: ывăлсем - ашшĕ-амăшĕн савăнăçĕ

Çак кунсенче редакцине район çамрăкĕсем салтакра тăракан çар чаçĕсен командованийĕсенчен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе килнĕ Тав çырăвĕсене ярса тата кĕртсе пачĕç. Командирсем кашни çырурах йĕкĕтсем çар тивĕçне чыслăн пурнăçланине, салтак чысне çỹллĕ шайра тытнине тата ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăнине хыпарланă.

Патреккел ялĕнчи Максим Свекловăн ашшĕпе амăшĕ - Вячеслав Ванифатьевичпа Надежда Валерьевна тỹрех икĕ Тав çырăвĕ илнĕ: пĕри çар чаçĕн командирĕнчен, тепри вĕренỹ центрĕн начальникĕнчен. Максим паянхи кун Мускав хулинче службăра тăрать. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах тăрăшуллă, мал ĕмĕтлĕ пулнипе палăрнă çамрăк. Малашлăхра та пурнăçне çар службипе çыхăнтарма хирĕç маррине пĕлтерет çырăвĕсенче.

Вырăскассинчи Андрей Уваровăн ашшĕ-амăшĕн - Юрий Анатольевичпа Лидия Александровнан та пысăк савăнăç. Вĕсен ывăлĕ Андрей шкул хыççăн Чăваш патшалăх университетĕнче строитель факультетĕнче пĕлĕвне ỹстернĕ. Вĕренỹре тата спортра яланах малтисен йышĕнче пулнă.

Аслă Елчĕкри Светлана Николаевнăпа Николай Петрович Лебедевсен ывăлĕ Алексей служба тивĕçне Самарта пурнăçлать. Шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе тухсан вăл Шупашкарти педагогика университетĕнче пĕлĕвне малалла ỹстернĕ, ăна хĕрлĕ дипломпа вĕçлесе "Технологипе предпринимательлĕх" специальноçне алла илнĕ. Диплом ĕçне хỹтĕленĕ хыççăн ăна алла тытса та курайман, тепĕр куннех çар ретне тăнă. Шкул сакки çинче чухнех спортпа туслă пулни çарта питĕ пулăшса пынине пĕлтерет сержант.

Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи Александр Павловичпа Елена Анатольевна Портновсен ывăлĕ Павел салтака каяс умĕн Шупашкарти олимп резервĕсене хатĕрлекен училищĕре вĕреннĕ. Çар ретне тăричченех йывăр атлетика енĕпе спорт мастерĕ пулса тăнă Елчĕк çамрăкне Тольятти хулинче вырнаçнă çар чаçне - пецназ отрядне илнĕ. Аслă снайпер çырăвĕсенче ашшĕ-амăшне тав тăвать, çав вăхăтрах салтак ретне пур çамрăкăн та тăмаллине, вăл пурнăç çулĕ çине тăма пулăшакан витĕмлĕ шкул пулнине хыпарлать. Павел тăракан çар чаçĕнче Чăваш Енри - 108, Елчĕк районĕнчи 17 йĕкĕт хĕсметре. Чăвашсене дисциплинăллă, тỹсĕмлĕ, тăрăшуллă пулнăшăн хисеплени паллă.



04 июня 2013
08:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter