Çирĕпрех ыйтмалла

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Канашлăва пухăннисене вăл Мускавра çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче федераци министрĕсемпе тĕл пулни çинчен пĕлтернĕ.

Уйрăммăн илсен, Раççей Федерацийĕн финанс министрĕ Антон Силуанов çирĕплетнĕ тăрăх - çур çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе бюджет сферин уйрăм категорийĕсен ĕçченĕсене ĕç укçине ÿстерме палăртнă хушма укçа-тенке уйăрĕç.

РФ экономика аталанăвĕн министрĕпе Андрей Белоусовпа çитес вăхăтра вăл Чăваш Ене килессине, «Трактор завочĕсем» концерна кĕрекен предприятисем малашне ĕçлессине, çавăн пекех Етĕрнери спирт заводне çĕнĕрен хута ямалли мерăсене сÿтсе явнă.

Раççей энергетика министрĕпе Александр Новакпа республикăра сертификацин тата электротехника продукцине тĕрĕслемелли федераци центрне е филиалне йĕркелесси пирки килĕшсе татăлнă.

Çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Раççей Патшалăх Канашĕн ларăвĕ иртнĕ, ăна пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсен пахалăхне ÿстерессине халалланă. Ларăва хăй те хутшăнни çинчен пĕлтерсе М.Игнатьев Чăваш Ен пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче РФ регионĕсен хушшинче тивĕçлĕ курăннине палăртнă. Республикăра пысăках мар тарифсене çирĕплетнĕ, пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлеме 313,1 пин çын е 257 пин çемье социаллă пулăшу илет. Çакă кил хуçалăхĕсен пĕтĕмĕшле шучĕн 54,3% пулать /республикăра пĕтĕмпе 473304 кил хуçалăхĕ шутланать/.

«Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче республика тĕрĕс çулпа пырать. Çапах та шалти çивĕч ыйтусем пур - пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче пирĕн тÿрĕ мар кăмăллă организацисенчен çирĕпрех ыйтмалла. Вĕсен финанспа хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕнче уçăмлăх кирлĕ, йĕркене пăснă, пулма пултаракан тĕслĕхсене тăрă шыв çине кăларма мĕн пур мелпе усă курмалла», - палăртнă Михаил Игнатьев. Чăваш Ен Пуçлăхĕ патшалăх регионсене ишĕлме пултаракан çуртсенче пурăнакан граждансене куçармалли ĕçсем валли хушма 57,4 млрд тенкĕ уйăрма палăртасси çинчен каланă.

ЧР строительство министрĕ Олег Марков 2013 çулта халăхăн социаллă ушкăнĕсене пурăнмалли çурт-йĕр парас енĕпе республикăри адреслă программăсене тата граждансене ишĕлме пултаракан çурт-йĕр фондĕнчен куçарас тĕ¬лĕшпе регионăн адреслă программине пурнăçлани çинчен пĕлтернĕ.

Çамрăк çемьесене федераци, республика тата вырăнти бюджетсенчен каялла тавăрса памалла мар тÿлевсем уйăрса патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ: ачаллă çемьесене çурт-йĕрĕн вăтам хакĕн 35% чухлĕ, ачасăр çемьесене - 30% чухлĕ. 2013 çулта çум программăна пурнăçлама 390,8 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Çамрăк 700-е яхăн çемье патшалăх пулăшăвĕ илĕ.

Республика программине пурнăçланă май çамрăк çемьесем çурт-йĕр туяннă е тунă чухне илнĕ ипотека кредичĕсемпе усă курнăшăн процент¬сем тÿлеме каякан тăкаксен пĕр пайне саплаштараççĕ. Çак тĕллевпе бюджетра 2013 çула 57,2 млн тенкĕ пăхнă, çав шутран 13,9 млн тенкипе усă курнă.

Çамрăк çемьесен, вĕрентекенсен, медицина ĕçченĕсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма патшалăх пулăшасси çинчен Чăваш Республикин Президенчĕ йышăннă указсемпе килĕшÿллĕн ипотека кредичĕсемпе усă курнăшăн процентсем тÿлеме каякан тăкаксен пĕр пайне республика бюджечĕн укçипе саплаштараççĕ. 2013 çулта çак тĕллевпе 60 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Кăрлач-çу уйăхĕсенче çамрăк 308 çемье, çав шутра çамрăк 32 вĕрентекен, çак пулăшупа усă курнă. Республика бюджетĕнчен 18,4 млн тенкĕ куçарнă.

2010 çултанпа ветерансене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме Чăваш Республикин бюджетне 5133,1 млн тенкĕ пырса кĕнĕ. Паянхи кун тĕлне 5263 ветеран /шута илнĕ ветерансен йышĕн 96,9%/ пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă, 2013 çулта - 600 çын.

2013 çулта уйăракан 229,72 млн тенкĕпе 262 тăлăха çурт-йĕрпе тивĕçтерме палăртнă, анчах та хăш-пĕр подрядчик тăлăхсем валли пурăнмалли çурт-йĕр тăвас енĕпе хăйсен обязательствисене вăхăтра пурнăçламан. Çавăн пекех кăçал нумай ачаллă 32 çемьене çурт-йĕрпе тивĕçтересшĕн. Çак тĕллевпе бюджетран 77,43 млн тенкĕ уйăрĕç.

Чăваш Республикинче 2013-2015 çулсенче ишĕлме пултаракан нумай хваттерлĕ 822 çурта /пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 157,6 пин тăв. метрпа танлашать/ пăсмалла. Вĕсенче 12,6 пин çын е 4810 çемье пурăнать. 2013-2015 çулсенче 4573,01 млн тенкĕ уйăраççĕ, 2013 çулта программăна пурнăçламашкăн 1364,7 млн тенкĕ яма, нумай хваттерлĕ 245 çурта /пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 47,5 пин тăв. метр/ пăсма, 3547 çынна /1417 çемьене/ куçарма пăхнă.

ЧР çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Анатолий Яковлев пĕлтернĕ тăрăх - ЧР вăрман фончĕн çĕрĕсен территорийĕнче вырнаçнă вăрмансене пушартан сыхламалли ĕçсене туллин тата планпа килĕшÿллĕн туса ирттернĕ.

ЧР спорт министрĕ Сергей Мельников республика Универсиада çулăмĕн çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче иртекен эстафетине йышăнма хатĕр пулни çинчен каланă. Эстафета маршручĕ Ленин проспекчĕпе, Карл Маркс урамĕпе, Шупашкар кÿлмекĕн çыранĕпе иртет. Финиш, çулăма çутасси, уяв мероприятийĕсем - Хĕрлĕ тÿремре. Универсиада çулăмĕн эстафетине çулăм йăтакан 40 çын тата 200 ытла волонтер хутшăнаççĕ.

Халăх йышлăн хутшăнакан ăмăртусем иртнĕ май республика Пуçлăхĕ хăрушсăрлăх мерисене вăйлатмаллине уйрăммăн палăртса каланă.

А.ЛЬВОВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
04 июня 2013
11:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter