Шкулсене - çĕнĕ автобуссем

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра республикăри шкулсене çĕнĕ 22 автобус уççисене панă.

Вăл ачасене, вĕрентекенсене, савăнăçлă саманта пухăннă ытти çынна уявпа саламланă, Чăваш Республикинче амăшĕсене, ачалăха хÿтĕлес тĕллевлĕ патшалăх политики тытса пынине палăртнă. «Паян ку тĕлĕшпе нумай тăватпăр, çапах та влаç органĕсем, ашшĕ-амăшĕ, вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисем ачасен хăтлăхĕшĕн, вĕсем шухăшлавне аталантарма, малашне вăйлă чăн-чăн çынсем пулма пултарччăр тесе тата ытларах тума тивĕçлĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Сăмах май, хальхи вăхăтра Чăваш Енре 325 шкул автобусĕ 1442 ялтан 14049 ачана вĕренĕве илсе çÿрет. Кăçал вĕсен паркĕ тата 44 автобуспа пуянланĕ.

Уявра ачасемшĕн тăрăшнăшăн тав туса Элĕк вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем сăмах каланă. Вĕсем Михаил Игнатьева технологи урокĕнче хăйсем çăмран ăсталанă картина парнеленĕ. Çак шкула Элĕк тата Вăрнар районĕсенчи 200 ытла вĕренекене виçĕ автобуспа илсе пыраççĕ.

Хĕрлĕ лапамри уява республикăри ачасен пултарулăх коллективĕсем савăнăçлă концертпа хутшăннă. Унтан вĕренекенсем çĕнĕ шкул автобусĕсене ларса Шупашкар тăрăх курса çÿренĕ. (А.Светлова)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
04 июня 2013
11:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter