Вăрмар районĕ: туслăх пытăр ĕмĕре

Тараватлăх - пирĕн халăхăн паха енĕсенчен пĕри. Чăваш ытти наци çыннисемпе яланах туслă пурăнма тăрăшать. Иртнĕ эрнере республикăра Пушкăртстан культурин кунĕсем иртрĕç.

Пĕлтĕр вара Ĕпхÿре Чăваш Республикин кунĕсене уçнăччĕ. Çакăн пек çыхăну мĕн авалтанах пынă темелле. 2012 çулта икĕ республика тус-тăванла хутшăну килĕшĕвĕ те çырнăччĕ.

Пушкăртстанра 120 пине яхăн чăваш пурăнать. Пирĕн республикăра та пушкăртсем - чылай. Каласа хăвармалла, чăвашпа пушкăрта пĕрлештерекенни - чĕлхе. Икĕ туслă халăхăн тăван чĕлхисем тĕрĕк чĕлхинчен тухнă.

Культура программипе килĕшÿллĕн Пушкăрстанран 220-е яхăн пултарулăх ĕçченĕ килсе çитнĕ.

Июнĕн 30-мĕшĕнче Пушкăртстан культури кунĕсене уçма Шупашкара Пушкăртстан Республикин Президенчĕ Р.Хамитов килсе çитнĕ. «Экономикăра та, политикăра та, культурăра та, çавăн пекех ĕмĕрсен хушши пыракан çыхăнупа йăла-йĕркере те пире пĕрлештерекенни чылай», - республика Пуçлăхĕпе М.Игнатьевпа курнăçнă май палăртнă вăл. Р.Хамитов та, М.Игнатьев та Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче йĕркеленĕ савăнăçлă мероприятие хутшăннă.



05 июня 2013
14:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter