Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Тавралӑха сыхламалли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Сире Тавралӑха сыхламалли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлатӑп.

Ку уява ҫут ҫанталӑка сыхлас енӗпе ӗҫлекенсем кӑна мар, ҫавӑн пекех Ҫут ҫанталӑка аркатнине, унпа тата унӑн пуянлӑхӗсемпе потребителле усӑ курнине хирӗҫ тӑракан мал шухӑшлӑ пӗтӗм общественноҫ паллӑ тӑвать.

Этем ҫут ҫанталӑк ҫине калама ҫук пысӑк витӗм кӳрет: производствӑна анлӑлатма тӑрӑшни, пурнӑҫра япӑх технологисене ҫул пани, ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗсемпе шухӑшламасӑр усӑ курни тавралӑха тӳрлетейми сиенлеме  пултарать.

Чӑваш Ен Правительстви республикӑра пурӑнакан ҫынсем уҫӑ сывлӑшпа сывлама, таса та лайӑх пахалӑхлӑ шыв ӗҫме, сывӑ ачасем ӳстерме пултарччӑр тесе мӗн кирлине пурне те тӑвать. Ҫакна ҫирӗплетсех калама пултаратӑп: эпир Чӑваш Республикинчи экологи хӑрушсӑрлӑхне ӳстерес тӗллевпе пуҫланӑ ӗҫсене малалла та кирлӗ шайра туса пырӑпӑр, таврари ҫут ҫанталӑка сыхласа хӑварма тата ҫӗнетме тӑрӑшӑпӑр.

Юлашки ҫулсенче Чӑваш Енре гражданла экологи юхӑмӗ хастарлӑн аталанать, общество организацийӗсен пуҫарӑвӗпе ҫут ҫанталӑка хӳтӗлес тӗлӗшпе тӗрлӗ акципе мероприяти иртет. Экологи ырлӑхне килес ӑрусемшӗн упраса хӑварас ӗҫе пиртен кашниех хӑйӗн тӳпине хывасси пирки те иккӗленместӗп.

Республикӑра пурӑнакансене пурне те тӑван тавралӑха малашне те шанчӑклӑн хӳтӗлеме сунатӑп, ҫут ҫанталӑкӑн ытарайми илемлӗхӗ кашни кунах савӑнӑҫ кӳтӗр тата чуна ӑшӑттӑр!

 

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ                                                                                         М.Игнатьев

 



05 июня 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter