Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăхсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă

Çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федераци Правительствин Председателĕн Дмитрий Медведевăн общевствăлла йышăну пӳлĕмĕнче халăхсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Чăваш чĕлхипе литература кĕнекин авторĕ Галина Абрамова «Вырăс шкулĕсенче 10-11-мĕш классенче вĕренекенсем валли чăваш литературин кĕнекине чăвашла кăларма май пур-ши?» - тесе ыйтнă. Шкулта ачасене чăваш литературине вырăсла вĕрентеççĕ. Михаил Игнатьев ыйтăва хуравланă май патшалăхăн вĕренӳ стандарчĕпе тӳр килнипе килменнине тишкермеллине палăртнă. Сăмах май, республикăра тăван чĕлхене 313 шкулта вĕрентеççĕ. Чăваш тата вырăс чĕлхисем - Чăваш Республикин патшалăх чĕлхисем. Чăваш Республики, чăваш чĕлхин наци чи пысăк палăрăмĕ тата пĕтĕм ăс-хакăл культурин никĕсĕ пулса тăнине асра тытса, ăна упраса хăварассишĕн тата аталантарассишĕн тимлĕ тăрăшать. Кăçалхи çĕнĕ вĕренӳ çулĕ валли 196 960,2 пин тенк. укçа кĕнекесем илме пăхса хăварнă. «Тăван енре кашни ача чăваш чĕлхипе пĕлсе калаçма пултартăр», - тесе чĕнсе каланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Шупашкар хулинче пурăнакан Лидия Василенковăна хулара çынсене турттаракан транспортсем çинчи хаксем кăсăклантарнă. «249-мĕш номерлĕ автобус хулари масар патĕнчен иртсе çӳрет. Палăртнă маршутпа çӳрекенсем билет хакне кăштах та пулин пĕчĕклетме май çук-ши?» - тесе ыйту тăратнă. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх,  ку автобуса ытларах çынсем Çимĕкре çеç ларнине курма пулать. Ун чухне яланах халăх ыйтсан, хакне кăштах йӳнетсе тăкакне администраци хăй çине илнине пĕлтернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ палăртнă маршутпа çӳрекенсен православи уявĕсем вăхăтĕнче пĕчĕкрех хаксем тума вырăнти администраци бюджетĕнче укçа-тенкĕ пăхса хăварма сĕннĕ.  Шупашкар хулинчи Красноармейски урамĕнче пурăнакан Татьяна Лазаревăна «Центр» микрорайонăн пуласлăхĕ пăшăрхантарнă. Юрăхсăра тухнă уйрăм çуртсене хăçан тирпейлесе пуçтарасси те канăçсĕрлатнĕ.  Палăртнă районтах вырнаçнă кафе питĕ шавлă пулни çинчен те асăнса хăварнă. Алексей Ладыков строительство ĕçĕсем 2014 çулта  çуллапа кĕркунне хушшинче пуçланасси пирки пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев Татьяна Лазаревăна ыйтушăн тав тунă. Хула влаçĕсене çитес вăхăтрах кафесемпе тата ытти обществăлла апатлану учережденийĕсен йĕркисене çирĕп тĕрĕслеме хушса хăварнă. Элĕк районĕнче пурăнакан Юрий Филиппов  çĕнĕ урамсене электричество çути кĕртес ĕç еплерех пынипе кăсăкланнă. Вăл Элĕк районĕнче 1996 çулта çĕр вырăнĕ илсе çурт хăпартса лартнă. Шыв, газ пĕтĕмпех пур, анчах та çутă çукки чуна ыраттарать, вĕсен урамĕнче ун пек асапланса пурăнакансем  вунă кил. Чăваш Республикинче çĕнĕ урамсене электрофикацилес тесе 2010-2012 çулсенчи тĕллевлĕ программăпа килĕшӳллĕн Чăваш Енре пур çĕрте те «СТЕП» ООО подрядлă организаци ĕçленĕ. Ĕç хучĕсене пĕтĕмпех йĕркелесе çитермен, объекта хута яман. Кун пек кăлтăксем ял тăрăхĕсенче çине-çинех пулкаланă, мĕншĕн тесен çуртсене ялсенче нимелле хăпартнă, проектпа смета хучĕсем пулман. Михаил Игнатьев ыйтăвăн хуçине вăл пурăнакан Шкул урамне  кăçалхи çул утă уйăхĕнче «МРСК-Волги» ОАО сетне сыпăнтарма палăртса хунă. Çурла уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне объекта туса пĕтерсе хута яма палăртнине каланă. Шупашкар районĕнче пурăнакан Александра Хрисановăна ялта шыв кĕртес ыйту хумхантарнă. Палăртнă ыйтупа ĕç-пуçа вырăнтан хускатнă. 2014 çулта вырăнти администраци ĕçе йĕркелесе ирттерме укçа-тенкĕ куçарма палăртса хунă. Анчах та çакна та каласа хăвармалла, ялта пурăнакансен хăйсен килне шыв кĕртнăшĕн пулнă тăкаксене хăйсем çине илмелле пулать. Пĕр ялтан тепĕр ял патне çити лаптăк вырăнĕсемшĕн администраци тӳлĕ.



05 июня 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter