Каçал Ен районĕ: çул çитмен ачашăн ашшĕ-амăшĕ яваплă

Раççейри муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» пайĕнче паянхи кун çул çитмен 19 ача учетра тăрать (пĕлтĕр çак тапхăрта — 20). Вĕсенчен 4-шне преступлени тунăшăн учета илнĕ.

Кăçалхи январь — май уйăхĕсенче çамрăксемпе тăтăшах профилактикăлла тата тĕллевлĕ мероприятисем ирттертĕмĕр: калаçусем, лекцисем, тĕл пулусем, операцисем, акцисем тата ытти те йĕркелерĕмĕр.

Акă, нумаях пулмасть район территорийĕнче «Условник», «Подросток» операцисем ирттертĕмĕр. Операцисем вăхăтĕнче ачасен ашшĕ-амăшĕ çине РФ Административлă кодексĕн 5.35 статйипе килĕшÿллĕн 2 протокол çыртăмăр, вĕсене пăхса тухма район администрацийĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссие ярса патăмăр. Ачасем киревсĕр ĕçсем тунăшăн ашшĕ-амăшĕ яваплă пулнă, пулать те.



05 июня 2013
13:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter