Каçал Ен районĕ: уй-хирте

Хальхи вăхăтра хирте тракторсен шавĕ илтĕнсех тăрать. Акă, чылай хуçалăхра пĕрчĕллĕ культурăсене çум курăксенчен им-çамлаççĕ. Паянхи куна ку ĕçе пурĕ 7972 гектар çинче пурнăçланă. Çĕр улми анисем çинче те ĕç вĕресе тăрать, унта пикенсех йăрансене купалаççĕ. Районĕпе пурĕ 1374 гектар çинче ку ĕçе туса пĕтернĕ.

Нумай çул ÿсекен курăксене хальлĕхе 174 гектар çинче çулса пăрахнă. Çывăх вăхăтрах хуçалăхсем утă хатĕрлеме тухĕç. Çанталăк лайăх тăнă вăхăтра выльăх апатне нумайрах хатĕрлесе хăварас тесен техникăн пысăк пайне шăпах çак ĕçе пурнăçлама ямалла.



05 июня 2013
13:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter