Каçал Ен районĕ: паллă çыравçăн – юбилей

Июнĕн 4-мĕшĕнче чăваш халăх писателĕ, журналист, публицист, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Россия Федерацийĕн, Чăваш Республикин Профессилле писателĕсен союзĕсен членĕ, К.Турхан ячĕллĕ преми лауреачĕ Денис Гордеев 75 çул тултарчĕ. Вăл Асанкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче, Партин аслă шкулĕнче ăс пухнă. Пĕр хушă пирĕн район хаçат редакцийĕнче вăй хунă. 1970—1974 çулсенче Муркаш район хаçачĕн редакторĕнче, унтан Чăваш кĕнеке издательствин директорĕнче ĕçленĕ. 1980 çултанпа литература консультантĕнче тăрăшма пикеннĕ, СССР литература фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн директорĕ, «Тăван Атăл» журналăн редакцийĕнче проза пайĕн редакторĕ пулнă.

Унăн пĕрремĕш сăввисем 1995 çулта пичетленсе тухнă. Денис Викторович 50 çул ытла литература анинче вăй хурать. Çак хушăра вăл 5 роман, 30 повесть, 150 яхăн калав хайланă, 20 кĕнеке пичетлесе кăларнă.

Паллă çыравçă-ентеше юбилей ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр, творчествăлла ĕçре малашне те ÿсĕмсем тума сунатпăр. Вулакансене çĕнĕ хайлавĕсемпе савăнтарасса шанатпăр.



05 июня 2013
14:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter