Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Хĕрлĕ Хĕресĕн председателĕпе тĕл пулнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Хĕрлĕ Хĕресĕн председателĕпе Раиса Лукутцовăпа, республикăра пурăнакансене ыр кăмăллăх пулăшăвĕ кирлине хаклама Шупашкара килнĕскерпе, ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Раиса Лукутцова палăртнă тăрăх - Чăваш Ен Сывлăх сыхлавĕпе социаллă политика министерстви Раççей Хĕрлĕ Хĕресĕн пĕлтерĕшне ăнланать, çак общество организацийĕн регионти представительствипе тачă çыхăну тытать. Унăн шухăшĕпе, республикăра чрезвычайлă лару-тăру тĕслĕхĕ сахал, çакнашкал лăпкăлăх малашне те упранса юлĕ. Тĕл пулура Хĕрлĕ Хĕресĕн республикăри уйрăмĕ инфекци чирĕсен, туберкулез, ВИЧ-инфекци профилактикин программисене ĕçе кĕртес, миграци политики енĕпе министерствăсемпе тата ведомствăсемпе алла-аллăн ĕçлес ыйтăва сӳтсе явнă. «Должноçри пĕрремĕш çын Хĕрлĕ Хĕрес пĕлтерĕшне лайăх ăнланакан регионта йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене тĕрлĕ енĕпе пулăшассипе çыхăннă ĕç те ăнăçлă», - тенĕ хăна. Вăл çак организаци ĕçченĕсем Крымскра пурăнакан, шар курнă çынсем валли 1 млрд тенкĕ пухнине пĕлтернĕ, çакăншăн вĕсене Раççей Президенчĕ Владимир Путин та тав тунă. «Хĕрлĕ Хĕрес ĕç-хĕлĕ питĕ кирлĕ. Республика Правительстви те чрезвычайлă лару-тăрура шар курнисене тивĕçлĕ пулăшу кÿме тăрăшать», - тенĕ Михаил Игнатьев асăннă тытăмпа малашне те алла-аллăн ĕçлессе шаннине палăртнă май.



05 июня 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter