Хĕрлĕ Чутай районĕ: тĕп редакторсем ĕçтешĕсен опычĕпе паллашнă

Хаçата илĕртÿллĕрех мĕнле тумалла? Хыпарсен ячĕсене мĕнлерех памалла? Çак тата ытти ыйтусене сÿтсе явнă майăн 29-мĕшĕнче республикăри тата районти массăллă информаци хатĕрĕсен тĕп редакторĕсем ЧР Информаци политикин министерствипе Журналистсен пĕрлешĕвĕ йĕркеленĕ семинарта. Унта Мускаври тата Иваново облаçĕнчи экспертсем, Чăваш Республикин прокурорĕн аслă пулăшуçи тата филологи наукисен кандидачĕ хутшăннă.

 Хаçат калăплассин уйрăмлăхĕсем пирки "МК в Иванове" хаçатăн тĕп редакторĕ Мария Ракова каласа панă.

 REGNUM информаци агентствин тĕп редакторĕ Виген Акопян Чăваш Енре район хаçачĕсен тиражĕсем ÿссех пынине, анчах та вĕсен те ĕçре çĕнĕ технологисемпе усă курмаллине палăртнă.

 Наци хутшăнăвĕсене МИХ-сенче çутатса парасси пирки Чăваш Республикин прокурорĕн аслă пулăшуçи Ирина Папшева чарăнса тăнă.

 Юрий Виноградов доцент журналистсемпе чăваш чĕлхипе практика занятийĕ ирттернĕ.

 Мероприятире муркашсен "Çĕнтерÿ ялавĕ" тата етĕрнесен "Ĕç ялавĕ" хаçачĕсене "Прессăн ылтăн фончĕ – 2013" конкурсăн çĕнтерÿçĕ паллисене тата свидетельствăсем парса чысланă.

 А.ДМИТРИЕВА.



05 июня 2013
09:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter