Çамрăксем - пирĕн пуласлăх

Çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çамрăксен регионсен хушшинчи «МолГород-2013» V вĕренÿ форумне çитсе курнă. Вăл Атăл леш енчи «Буревестник» кану базинче иртет, унта республикăри район-хуларан 1,5 пин çамрăк пухăннă, çавăн пекех Азербайджанран, Молдовăран, Беларуçрен хăнасем килнĕ.

Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа саламланă май Михаил Игнатьев Чăваш Енре çамрăксене пулăшасси патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕнчен пĕри пулнине палăртнă. «Влаç тĕллевĕ - сире пурнăçра хăвăрăн вырăна тупма, професси, пултарулăх енĕпе ÿсмешкĕн пулăшасси», - тенĕ вăл. Çамрăксене патшалăх енчен пулăшнин ăнăçлă тĕслĕхĕсене асăннă. Çав шутра - республика Пуçлăхĕн стипендийĕсем, Çамрăксен патшалăх премийĕсем, çамрăксен кадрсен резерв¬не тата Çамрăксен парламентне йĕркелени... Юлашки çулсенче патшалăхăн граждансен службинче тăрăшакансен хушшинче те çамрăк йышлă: виççĕмĕш пайĕ - 30 çул тултарманнисем. «Эпир сире шанатпăр. Шăпах эсир пулас профессионалсем, республикăн ăнăçлă аталанăвĕ малашне сиртен килĕ», - палăртнă Михаил Игнатьев.

Форум программипе килĕшÿллĕн çамрăксен наука-техника пултарулăхĕн «НТТМ-2013» фестивалĕ уçăлнă. Унти проектсемпе, çавăн пекех Раççей ял çамрăкĕсен союзĕн вырăнти уйрăмĕн выставкипе паллашнă хыççăн Михаил Васильевич çамрăксене хăйсен таланчĕпе тата пултарулăхĕпе май пур таран туллин усă курма чĕнсе каланă: «Çак проектсене бизнеспа çыхăнтармалла, вĕсем идея шайĕнче кăна ан юлччăр».

Республика Пуçлăхĕ «Патшалăхăн муниципалитет управленийĕ» лапам ĕçне хутшăннă, унта килнисен ыйтăвĕсене хуравланă. «Чăваш халăхĕн пуянлăхĕ - унăн историйĕ, йăли-йĕрки, ырăлăхĕ, тараватлăхĕ. Глобализаци условийĕсенче пирĕн çак тата ытти пахалăхсене, калăпăр, çемье çирĕплĕхĕн йăлисене упраса хăвармалла», - тенĕ вăл. Хăйне хăш пахалăхсем çитĕнÿ тума пулăшни пирки ыйтнине хуравласа Михаил Васильевич ĕçе юратни, яваплăх, тÿрĕ кăмăллăх пирки каланă.

«МолГород-2013» форум - çулленхи лагерь. Çамрăксем пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ кунта пухăнса палаткăсенче пурăнаççĕ, аталану программисемпе проекчĕсен никĕсне хываççĕ. Кăçалхи форум çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕччен ĕçлет. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕ, Россотрудничество, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова тата Шупашкар хулин администрацийĕ пулăшнипе республикăри çамрăксен «Çамрăксен социаллă технологийĕсем» общество организацийĕ йĕркеленĕ.

  Н.ВАСИЛЬЕВ.



05 июня 2013
11:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter