Тĕп вырăнта - кĕнеке кăларасси

Чăваш Республикин Информаци политикин министерствин коллегийĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш кĕнеке издательствин ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ыйту пăхса тухнă.

Тĕп доклада «Чăваш кĕнеке издательстви» патшалăх унитари предприятийĕн директорĕ Валерий Комиссаров тунă.

Издательствăра çулсеренех ытларах та ытларах кĕнеке кăлараççĕ. Социаллă пĕлтерĕшлĕ литература - вырăсла тата чăвашла учебниксем, вĕрентÿпе методика пособийĕсем, тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем валли кĕнекесем, тавра пĕлÿ темипе çырнă литература, искусство, этнографи, фольклор енĕпе хатĕрленĕ ăслăлăх ĕçĕсем, справочниксемпе энциклопеди - пичетлесси тĕп вырăнта. Издательство ача-пăча литератури чăвашла кăларас тĕлĕшпе çине тăрать. Кĕнекесен пахалăхĕ лайăхланать - иллюстрацисемпе, тивĕçлĕ хутпа усă кураççĕ. Издательство кашни çулах тавар ытларах сутать, пулăшу ĕçĕсен тата хăйĕн продукцине сутассин калăпăшĕ ÿсет.

Чăваш кĕнеке издательствин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - республикăри тата Раççей Федерацийĕнчи чăвашсем йышлă пурăнакан регионсенчи вулавçăсене наци кĕнекипе паллашма майсем туса парасси. Вăл «Раççей культури» программăна хастар хутшăнать. Юлашки 3 çулта çак программа тăрăх социаллă пĕлтерĕшлĕ 8 кăларăм валли укçа уйăрнă. Наци литературине сарас тĕллевпе издательство курав-ярмăрккасене, фестивальсене пĕрмаях хутшăнать, çĕнĕ кĕнекесен презентацийĕсене, ачасен ÿкерчĕкĕсен конкурсĕсене, авторсемпе тĕл пулусем, викторинăсем ирттерет, радиопа, телекуравпа тухса калаçассине йĕркелет, хаçат-журналта материалсем пичетлет. Чăваш кĕнеке издательстви республика чап-сумне Раççей шайĕнче ÿкерес мар тесе тăрăшать, кашни çулах «Çулталăк кĕнеки», «Çуралнă кĕтесĕм», «Пирĕн культура пуянлăхĕ» конкурссене хутшăнать. 2012 çулта Чăваш энциклопедине хатĕрлесе кăларнăшăн предприятие кашни çулах ирттерекен «Çулталăк кĕнеки» Наци конкурсĕнче «HUMANITAS» номинацире дипломпа наградăланă.

Издательство ĕç-хĕлне сÿтсе явнă май коллеги членĕсем социаллă пĕл¬терĕшлĕ литература пичетлемелли тематика планне кĕртекен ал çырăвĕсен пахалăхне ÿстермеллине, пултаруллă çамрăк авторсене граждансене хăйĕн халăхне юратма, ытти халăх культурине хисеплеме хăнăхтаракан хайлавсем çырмашкăн анлăн явăçтармаллине палăртнă. Çĕнĕ кĕнекесене сарас, чăваш кĕнекине пропагандăлас енĕпе тăрăшас, çав шутра Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи чăваш культурăпа наци пĕрлешĕвĕсемпе çыхăну тытас ыйтусем те çивĕч.

Коллеги членĕсем çавăн пекех патшалăх тата ведомство наградисене пама тăратнă ĕçченсен докуменчĕсене пăхса тухнă.

 В.ВАСИЛЬЕВ

 

 




Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
05 июня 2013
10:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter