Автобус паркĕ пуянланнă

Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев 22 автобуса республикăри шкулсене савăнăçлă лару-тăрура панă. Михаил Васильевич хăйĕн ум сăмахĕнче ачасене, вĕсен вĕрентекенĕсене уявпа саламланă май, Чăваш Республикин патшалăх политики ачасемпе амăшĕсене хÿтĕлесси çине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă.

Паянхи кун тĕлне Чăваш Енре 325 шкул автобусĕ шутланать, вĕсемпе 14049 ачана 1442 ялтан турттараççĕ. Кăçалхи çул шкулсем 44 çĕнĕ автобуса тивĕçнĕ. Пысăк парнене илнĕ хыççăн Элĕк шкулĕн ачисем Чăваш Ен Пуçлăхне тав сăмахĕ каланă, технологи урокĕсенче хăйсен аллисемпе ăсталанă ÿкерчĕке парнеленĕ. Вĕсем каланă тăрăх Вăрнар тата Элĕк районĕнчи 3 автобус 200 ытла ачана турттарать.



06 июня 2013
14:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter