Вăрнар районĕ: утçи пуçланчĕ

Симĕс ĕç çи тытăнчĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх валли утă хатĕрлеме тухнă. Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне «Броневик» кооперативра нумай çул ÿсекен курăксене 70 гектар, Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхра – 60, Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче – 50, «Агрохмельте» – 30, «Янгорчинăра» – 25, «Хорнзорта» 10 гектар çулнă. ( Е.ПОРФИРЬЕВА)



07 июня 2013
17:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter