Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Социаллӑ сферӑн ӗҫченӗсн кунӗ ячӗпе саламлани

Социаллӑ сферӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп!

Социаллӑ ӗҫчен ӗҫ-хӗлне чун-чӗре хушнипе суйласа илеҫҫӗ. Вӑл пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнисемпе яланах юнашар, унӑн ырӑ чӗри кашни пулӑшу ыйтcа чӗнекенех пулӑшма хатӗр.

Чӑваш Енре халӑха паракан социаллӑ пулӑшӑва вӑйлатса пырас енӗпе кирлӗ шайра ӗҫлеҫҫӗ.

 «Чӑваш Республикин ӗҫ ветеранӗ» ята илме ирӗк пур граждансен ушкӑнӗсен хисепне анлӑлатнӑ. Республика ырлӑхӗшӗн нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшса ӗҫленӗ 20 пин ытла ҫын ветеран ятне, унпа пӗрлех социаллӑ тӳлевсем тата ҫыхӑну енӗпе паракан пулӑшу ӗҫӗсемшӗн укҫан саплаштарнине илсе тӑмалли правӑна тивӗҫнӗ.

Чӑваш Ен Правительстви ача амӑшӗсене тата ачалӑха социаллӑ пулӑшу парасси ҫине уйрӑмах тимлӗ пӑхать. Сӑмахран, 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа виҫҫӗмӗш ача е ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралнӑ ҫемьесене республикӑн амӑшӗн капиталне уйӑрса параҫҫӗ. 2013 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа виҫҫӗмӗш ача е ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралсан вӗсем виҫӗ ҫула ҫитиччен кашни уйӑхра паракан тӳлеве ҫирӗплетнӗ.

Мӗн пур социаллӑ ӗҫчене тата социаллӑ сферӑн ветеранне чӗререн тав тӑватӑп. Эсир пурнӑҫри кирек мӗнле лару-тӑрура та пысӑк ӑсталӑхлӑ, тарават тата тимлӗ ҫынсем пулнипе палӑрса тӑрасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Сире тата сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми ырӑ шанӑҫ, телейпе ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                                     М.Игнатьев

 



07 июня 2013
09:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter