Вăрмар районĕ: ачасен психикине сиенлĕ витĕм кÿресрен

Шкул ачисен çуллахи каникулĕ пуçланчĕ. Чи вăрах тăсăлакан канăвăн сисчĕвлентерекен енĕ - ачасене çак тапхăрта ашшĕ-амăшĕ тĕрĕслесе-курса тăрайманни. Аслисем ĕçре чухне ача ăçта, мĕн тăвать?

Хăрушлăх вĕсем урамра чухне çеç мар, килте компьютер умĕнче ларнă самантра та сиксе тухма пултарать. Сăлтавĕ - çитĕнекен ăру Интернета çав тери кăмăллани, унăн тĕрлĕ сайчĕпе паллашни.

Çивĕч çак ыйтăва çĕклесе Чăваш Ен Информаци политики тата Вĕрентÿ министерствисем ашшĕ-амăшĕн уçă пухăвне ирттерчĕç. Мероприяти видеоконференци мелĕпе йĕркеленчĕ. Ăна уçнă май информаци политикин министрĕ В.Андреева ашшĕ-амăшне çуллахи вăхăтра ачасемпе тимлĕ пулма, вĕсене Интернет урлă пулакан преступленисенчен хÿтĕлеме майсем шырамашкăн чĕнсе каларĕ. Ашшĕ-амăшне ачасене сиенлĕ информацирен хÿтĕлемелли çинчен Чăваш Енри ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй В.Рафинов, Роскомнадзорăн Чăваш Енри Управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Т.Евдокимова каласа кăтартрĕç.

Паянхи кун тĕлне ачасен пăхма юраман информациллĕ сайтсен пĕрлехи реестрне хатĕрлесе çирĕплетнĕ. Ача-пăча психикине сиенлетекен информацирен хăтарас текен ашшĕ-амăшĕ валли Раççейре 3 çул ытла «Онлайн ачисем» пулăшу линийĕ ĕçлет.

Видеоконференцире интернет-провайдерсемпе карас çыхăнăвăн операторĕсем çÿлерех асăннă саккунпа килĕшÿллĕн мĕнлерех ĕçсем пурнăçланине палăртрĕç. «Вымпелком» компани, тĕслĕхрен, «Вебланди» сервиса хута янă.

- Тĕрĕслев органĕсем темĕнле çирĕп чару йышăнсан та, чи пĕлтерĕшли - эсир, ашшĕ-амăшĕ сыхă пулни. Хăвăрăн тĕпренчĕкĕр мĕнле сайтсене кĕнине, камсемпе çыхăну тытнине тĕрĕслесех тăма ан манăр, - аса илтерчĕ ашшĕ-амăшне Т.Евдокимова. Видеоконференцире ачасен хăрушсăрлăхĕшĕн аслисен яваплă пулмалли çинчен ГИБДД ĕçченĕсем те хăйсен сăмахне каларĕç. Шел те, ача-пăчапа çул çинче сахал мар инкек пулса иртет. Шкул ачисен каникулĕ пăтăрмахсемсĕр иртессе шаннине палăртрĕç ашшĕ-амăшĕн уçă пухăвне хутшăнакансем.



07 июня 2013
17:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter