Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пир-авӑрпа ҫӑмӑл промышленноҫ ӗҫченӗсен кунӗ ячĕпе саламлани

 Пир-авӑрпа ҫӑмӑл промышленноҫӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата  ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Чӑваш Ен ҫӑмӑл промышленноҫӗн традицийӗсем мухтавлӑ та пуян кун-ҫуллӑ. Отрасль предприятийӗсем продукци ассортиментне анлӑлатма, производство технологийӗсене лайӑхлатма тата хӑйсем туса кӑларакан таварсен пахалӑхне ӳстерме тӑрӑшнипе палӑрса тӑраҫҫӗ. Лайӑхах мар лару-тӑрура та вӗсен ӗҫӗнче ырӑ улшӑнусем пулса иртеҫҫӗ – оборудовани ҫӗнелет, производство хӑвачӗсем ҫӗнӗлле йӗркеленеҫҫӗ, инвестици проекчӗсем пурнӑҫланаҫҫӗ.

Пир-авӑрпа ҫӑмӑл промышленноҫ организацийӗсен ӗҫченӗсем, йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр, хӑйсен умӗнче тӑракан задачӑсене ӑнӑҫлӑн татса парасси пирки иккӗленместӗп.   

Отрасль ветеранӗсене республика ырлӑхӗшӗн нумай ҫул  ырми-канми тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн тата ҫамрӑксене воспитани парас енӗпе тӑвакан пархатарлӑ ӗҫӗшӗн тав тӑватӑп.

Сире пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх,  ӗҫре ҫитӗнӳсем, телей тата ырлӑх сунатӑп.

 

  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                                   М.Игнатьев



08 июня 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter