Чыс-хисепе тивĕçрĕç

Çамрăклăх, пултарулăх тата позитив праçникĕ. Июнĕн 28-мĕшĕнче районта  Çамрăксен кунĕ пулчĕ. Мероприяти яланхиллех Элĕкри культурăпа кану центрĕнче иртрĕ. Уяв район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – вĕренÿ, социаллă аталану, çамрăксен политики, культура тата спорт пайĕн начальникĕ Эдуард Николаев саламланипе пуçланчĕ. Вăл яшсемпе хĕрсене, харпăр хăй вăйне шанма, телейлĕ пулма ырă сунчĕ. Уявра районти çамрăк ăрăвăн чи лайăх представителĕсене чысларĕç. Вырăнти «Единая Россия» политика партийĕн ертÿçи Элеонора Дмитриева район администрацийĕн ертсе пыракан специалист-экспертне Лилия Никифоровăна, Питĕшкассинчи вăтам шкулти историпе обществознани вĕрентекенне Юрий Сергеева тав
хучĕсем панă.

Уяв концерчĕн программи пурне те килĕшнĕ. Елена Герасимова (Тени), Валентина
Петрова (Тавăт), Анна тата София Ивановăсем (Мăн Вылă), Полина Никандрова
(Ехремкасси), Марина Иосифова (Элĕк), Инна Павлова (Питĕшкасси), Сергей Ивановпа
Вероника Дмитриева (Элĕк) хăйсен юррисемпе уйрăмах тыткăнланă. Мария Ефимован
(Элĕк) шоу-балечĕ, Питĕшкассинчи информаципе культура центрĕн коллективĕн ташши
те пурне те хавхалану кÿнĕ.



01 июля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter