Каçал Ен районĕ: ĕçлесе илнĕ çăкăр тутлăрах

Ял хуçалăхĕнче халь — хĕрÿ ĕç вăхăчĕ. Пур ĕçе те вăхăтра пурнăçлас, çитĕннине тирпейлĕ пуçтарса кĕртес тесе тимлеççĕ специалистсем.

Акă, «Слава» ял хуçалăх производство кооперативĕн уй-хи-рĕсенче çине тăрсах утă хатĕрлеççĕ. Июнĕн 27-мĕшĕ тĕлне 80 гектар çинче çитĕнтернĕ козлятника çулса илнĕ. Ăна пресланă тăваткал тюксемпе упрама хураççĕ.

— Халĕ люцерна уйĕсене куçрăмăр. Сăмахран, пĕр уйĕнче ăна çулатпăр, тепринче çавăрса типĕтетпĕр, тюкласах пыратпăр. Хатĕр тюксене ангарсене хуратпăр. Ĕç кал-кал пырать. Июнĕн 27-мĕшĕ тĕлне пурĕ 240 тонна утă хатĕрленĕ, вы-льăхсене хĕл каçма вăтамран 300 тонна утă кирлĕ. Ăна кăçал çителĕклех хатĕрлесе хăварас тесе тăрăшатпăр. Нумай çул ÿсекен курăксем лайăх çитĕннĕ, тухăçĕ те аван. Сенаж хатĕрлеме те пикенмелле, çанталăк лайăх тăнипе усă курса утта вăхăтра пуçтарса кĕртмелле, — паллаштарать хуçалăх председателĕ Михаил Александрович Буслаев.

Александр Шамбулин типнĕ курăка преслать, Сергей Падюкин паккуссене ворошилкăпа хускатса пырать, Ринат Гисматуллин тюксене ангара турттарать. Кашниех хăйĕн ĕçне пĕлсе тата вăхăтра пурнăçлать. Акă, Вячеслав Челаков КРН-2,1 косилкăпа нумай çул ÿсекен курăка çулать.

Ильфат Диканеев агроном кашни кунах уй-хирте, çитĕнекен культурăсене çирĕп сăнаса тăрать. Унăн ĕçĕнче мĕн акса çитĕнтермеллине, хăçан çулмаллине лайăх пĕлмелле.

Çак кунсенче район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ И.Миннетуллин, М.Буслаев председатель, И.Диканеев (сăн ÿкерчĕкре) агроном хуçалăхри уй-хир ĕçĕсемпе паллашрĕç. Чи малтанах вăрлăх валли хăварнă люцерна уйĕнче пулчĕç.

— Люцерна, чăннипех те, ăнса çитĕннĕ, анчах та вăрлăхĕпе савăнтарасси иккĕленÿллĕ, хутаççисем питĕ сахал. Люцерна хытсах кайиччен утă е сенаж çине ярсан лайăхрах, — сĕнчĕ Илдус Миннетуллин унта пулнă май.

Вăхăтра çумăр пулманнипе кĕрхи тулă начартарах çитĕнет. Апла пулин те «Слава» хуçалăх ĕçченĕсем лайăх тухăç пуçтарса илессе шанаççĕ. Кăçал вĕсем 700 гектар çинче тыр-пул çитĕнтереççĕ. Апла пулсан, умра — хĕрÿ вырма вăхăчĕсем.



01 июля 2013
10:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter