Олимп кунне Шупашкарта хаваслă лару-тăрура уçрĕç

Çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе тата ывăлĕпе Чăваш Республикинче хытă утассипе Олимп кунне 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ мероприятире велосипедпа ăмăртнă. Пĕтĕм тĕнчери XXIV Олимп кунĕн хаваслă пулăмне 2014-мĕш çулта Сочире XXII хĕллехи Олим вăййисене халалласа ирттернĕ. Пулăма Чăваш Республикин вăй-хал культурипе спорт, туризм министрĕ Сергей Мельников, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, хăвăрт утассипе 1976 çулта Олимп вăййисенче хутшăннă, СССР тава тивĕçлĕ тренерĕ, халăхсем хушшинчи спорт мастерĕ Виктор Семенов, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Олимп вăййисен чемпионки Валентина Егорова, Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ хăвăрт утассипе Олимп вăййисенче çĕнсе илнĕ призер Владимир Андреев, тĕнче чемпионки, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Алина Иванова килнĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен спортсменĕсемпе чăннипех те савăнни çинчен пĕлтернĕ. Республикăра пурăнакансенчен нумайăшĕ сывă пурнăç йĕркине кăмăл туни те çакнах çирĕплетет. Кăçал Олимп кунне ирттерни Чăваш Республикинче хăвăрт утассипе пуçласа янă ăмăртусене - 60 çул çитнипе пĕр килнĕ. 2016, 2018, 2020 -мĕш çулсенче Шупашкарта çак енпе Тĕнчен Кубокне ирттерме палăртни çинчен каланă. Республика Пуçлăхĕ Чăваш Республикин Спорт министерстви çумĕнчи ачасемпе çамрăксен олимп резервĕсене хатĕрлекен 1 №-лĕ спорт шкулне фэйр плэй принцĕпĕпе ĕçлесе пынишĕн  Раççей Олимп комитечĕн Дипломне парса хавхалантарнă. Велосипедпа чупакансен  пуçламĕш стартне Олимп чемпионки, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Валентина Егорова панă. Старта спортăн çак тĕсне юратакан ачасем,  ветерансемпе тата тĕрлĕ шайри спортсменсем тухнă. Республика Пуçлăхĕпе пĕрле Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников, хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, предприятисемпе организаци, ведомствăсен ертӳçисем тухнă. Ăмăртусене хутшăнакансене пурне те ятарлă олимп смволикиллĕ бандансемпе футболкăсем панă. Дистанцие ăнăçлă чупса тухнă çынсем халăхсем хушшинчи олимп комитечĕн президенчĕн Жака Рогге дипломне тивĕçнĕ. Залив хĕрринче çак кунах баскетбол вăййисене, çăмăллăн чупассипе ветерансем хушшинче ăмăртусем те иртнĕ. Мĕн пур хутшăнакан çак кун хăйсен сывлăхне çирĕплетес тесе утса тухма пултарнă. Паллă кун ăмăртусенче 2 пине яхăн çын хутшăнма кăмăл тунă. Пĕтĕм тĕнчере иртекен Олимп кунне халалласа респрубликăри хуласемпе районсенче тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем, конкурссем, викторинăсем, спорт шкулĕсенче олимп урокĕсене тата ытти мероприятисене йĕркелесе ирттернĕ. Тĕплĕнрех



01 июля 2013
09:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter