Паянхи ĕç рынокĕнче кирлĕ специальность çинчен шкултан вĕренсе тухакансене час-часах пĕлтерсех тăма хушнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

Паян, утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ.  2013 çулхи çу уйăхĕпе çĕртме уйăхĕсенче ирттернĕ патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов паллаштарнă. Пĕтĕмпе ППЭ - 8403 вĕренекен тытнă, вĕсенчен – 7994-шĕ 2013-мĕш çулта вĕренсе тухнисем, 53 - техникумсемпе колледжсенчен, 356 ача пĕлтĕр вĕренсе тухнисем. Кăçалхи çул ППЭ тытнă шкулсенче видео сăнавсем вырнаçтарнă пулнă. 2013–мĕш çулта экзаменсене тытнă çĕрте 4 йĕркене пăснă тĕслĕх тупса палăртнă, пĕлтĕр-10. 2013 çулта тĕп предметсемпе экзаменсем тытакансем хушшинче чи пĕчĕк виçеллĕ балл пухса илнисен шучĕ çулсерен пĕчĕкленсе пырать. Халĕ аслă шкулсенче вĕренме кĕме заявлени çырас тапхăр пырать. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ палăртнă тăрăх, пур-пĕрех аслă шкулсене вĕренме кĕрес текенсен йышĕ ӳсет. СПО системиллĕ вĕрентӳ учрежденийĕсене вĕренме кĕрес текенсем те куç кĕректех. Чăваш Ен Пуçлăхĕ паянхи рынок условийĕсенче кирлĕ специальность пирки ашшĕ-амăшĕсемпе ачисене вăхăтра пĕлтерсе тăмаллине асăрхаттарнă. «Вăтам пĕлӳ илнĕ специалистсен ĕç вырăнне тупма çăмăлтарах, тепĕр тесен, вĕсен ĕç укçин шайĕ аслă пĕлӳ илнисенчен те пысăкрах пулма пултарать», - тенĕ Михаил Игнатьев. Çĕртме уйăхĕн 26-30-мĕш кунĕсенче Патăрьел районĕнче «Зарница» тата «Орленок» 45 финал ăмăртăвĕсем иртнĕ.  Вĕсенче 1000 яхăн шкул ачи хутшăннă. Кун йышши массăллă мероприятисем ирттерни çамрăксенче патриотизм, ушкăнлăх, тĕллевлĕх туйăмĕсене ӳстерме пулăшнине палăртнă. «Çак ăмăртусене хутшăннă ачасем малашне те пурнăçра çитĕнӳсем тăвĕç», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Патшалăхăн социаллă политикине пурнăçа кĕртнин ыйтăвĕ çинчен Чăваш Республикинчи ĕçлев инспекцийĕн ертӳçин ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Раиса Павлова чарăнса тăнă. Фото-видеосăнав вырнаçтарнин ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – çул-йĕрпе транспорт хуçалăхĕн министрĕ Михаил Янковский каласа кăтартнă. Чăваш Республикин Транспорт министерстви çумĕнчи «Дирекция по ПБДД» КУ республикăн бюджет шучĕпе  çул-йĕр правилисене пăсакансене тупса палăртма 19 комплекс вырнаçтарнă. Ку ĕçе иккĕмĕш çур çулта та тăсма палăртса хунă. Паянхи куна 20 млн.тенкĕллĕх 23 комплекс илсе хатĕрленĕ. Министр палăртнă приборсене электричество патне сыпăнтарма хăш-пĕр йывăрлăхсем сиксе тухнине каланă. 10 комплексăн «Коммунальные технологии» ОООран техуслови илни çинчен паракан справка çук. Михаил Игнатьев «Коммунальных технологий» пĕрлешĕвĕн ертӳçине Андрей Мартьянова çул-йĕр çинчи инкексем çынсен шăписемпе çыхăнă, çавăнпа та ку енĕпе нимĕнле чăрмавсем те пулмалла маррине асăрхаттарса хăварнă. Паянхи канашлура çуллахи вăхăтра пушартан сыхланас енĕпе çыхăннă ыйтусене те çивĕч пăхса тухнă. Чăваш Енри ГКЧС Председателĕ Вениамин Петров ял тăрăхĕсенче ыйтăва çирĕп тĕрĕслесе тăнине каланă. Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕ Иван Исаев Чăваш Енри патшалăх вăрман фончĕн лаптăкĕнче пушар тухнă тĕслĕхсем пулманнине палăртнă. Çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа Атăл леш енчи вăрмансене е ытти çĕрте те вăрмана кĕме чарнă. Кунсерен ĕç-пуçа çивĕч тĕрĕслесех тăраççĕ.

 



01 июля 2013
14:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter