Тăлăхсен çуртĕнчен – çемьене !

 Утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Ларăва пуçличчен чи малтан Чăваш Енрен Ирина Юманова Хусанта Пĕтĕм тĕнчери çуллахи XXVII  Универсиадăра хăвăрт утассипе кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ ятпа саламланă. «Чăваш Енĕн çамрăкĕсем маттур, ку пирĕн иккĕмĕш кĕмĕл медаль», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев.  Чăвашсене малашнехи ăмăртусенче ăнăçусем суннă. Уйрăмах пысăк шанăç Кристина Савицкая çураттарать. Вăл Лондонра иртнĕ Олимпиадăра çитĕнӳсемпе савăнтарчĕ. Хальхинче Чăваш Ен Правительстви Чăваш Республикинчи предпринимательсене хӳтĕлекен саккун проектне ырланă. Республика территорийĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсенче пĕрле усă куракан пурлăхсене тĕпрен юсаса çĕнетмели  саккун проектне те пăхса тухса килĕшнĕ. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлав министрĕн Алла Самойловăн патшалăх докладне итленĕ. Министр  2012-мĕш çулта Чăваш Республикинче пурăнакансен сывлăхĕн кăтартăвĕсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă.  Пĕлтĕрхи çул вилекенсен шучĕ 2,2 процента çити чакнă, çуралакансен шучĕ вара 8,5% ӳсни савăнтарать. Ача çуралнисен хисепĕ республикăри 23 районпа хулара ӳснĕ. Кун пек кăтартăва –  патшалӑх пулӑшу пани, нумай ачал­лӑ ҫемьесене хуҫалӑх тытма е пурӑнмалли ҫурт-йӗр лартма ҫӗр лаптӑкӗсене тӳлевсӗр уйӑрса пани, 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗ­шӗнчен пуҫласа виҫҫӗмӗш ача е ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралнӑ (усрава илнӗ) ҫемьесен 100 пин тенкӗ виҫепе  республика паракан амӑшӗн капиталне илме право пурри,  2013 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫемьере виҫҫӗмӗш ача е ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралсан, ачасене пу­рӑн­ма кирлӗ чи пӗчӗк виҫепе кашни уйӑхра пособи тӳлени çирĕплетсе парать. Михаил Игнатьев сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсене малашне те эффективлă ĕçлесе пыма сĕннĕ. Персоналсен ĕç укçин шайне ӳстерни – пулăшу парассин кăтартăвĕсем ырă енне улшăнни аванах сисĕнет.  Паянхи ларура Чăваш Республикинче 2014-2016-мĕш çулсенче производствăра айăпланакансен  шутне чакарас тесе тĕллевлĕ программăна йышăнса хăварнă. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова хăйĕн доклатĕнче производствăра айăпланакансен шучĕ чакнине палăртнă, юлашки 10 çул хушшинче кăтарту самайланнă.  Республика Пуçлăхĕ 2012-мĕш çулта çынсем хăйсен айăпĕпе аманнă тĕслĕхсем çинчен чарăнса тăнă. Калăпăр, строительство тытăмĕнче 8 çын вилни те пăшăрхантарать. Строительсене те ăнланмпа пулать, вĕсен хăйсен те темĕн чухлех йывăрлăхсем, анчах та палăртнă ыйтăва куçран вĕçертме юраманнине асăрхаттарнă Пуçлăх.  Министерствăсенче ирттерекен анлă канашлусенче ыйтăва пухăннисемпе пĕрле сӳтсе явма хушнă. Правительство членĕсем республика бюджетĕнчен предпринимательсене уйăракан субсидисен йĕркине çирĕплетнĕ. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн шăпине пăхса тухса çĕнĕ квалификациллĕ кадрсем хатĕрлеме май паракан вĕрентӳ учреждени тăвасси пирки калаçнă. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов ку шухăша ырласа, йышăну çĕнĕ спекторсем уçма май панине каланă. Юлашки çулсенче тăлăх ачасене çемьесене вырнаçтарас ĕç аван пулса пырать. Чăннипех те ача çемьере ӳссе çитĕннине нимĕн те çитместь. Тăлăхсен çуртĕнчен юлашки çулсенче ачасем çине-çинех ырă çемьесене усрава лекеççĕ. Апла пулин те пирĕншĕн пур ача та хамăрăн шутланать.  Интернатра çитĕнекенсен хисепĕ сахалланни малашнехи пурнăçра учрежденисече оптимизаци тума шухăшлаттарать. Калăпăр, Канашри тăлăхсен çуртĕнче 100 ачаллăх вырăнта - 41 ача çеç. Вĕсенчен 17-шĕ аслă тата вăтам пĕлĕ паракан шкулсене çул тытать, юлакан 24 ачаран, 10-шĕ çемьесене ăсатăнать, 14-шне ытти интернатсене вырнаçтарма калаçса килĕшнĕ. «Паян ашшĕ-амăшĕ пур ачасем тăлăхсен çуртĕнче пурăнни пăшăрхантарать, хăйсен пепкисенчен сивĕнсе усрав çурчĕсене вырнаçтарни питĕ пысăк çылăх, тепĕр тесен намăс та», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тăлăх ачасен шăпи тĕрĕс те тĕкел пултăрччĕ тесе пурсăмăрăн та вăй хурса ĕçлеме кирлине çирппĕн каланă. Раççей Федерацийĕпе Чăваш Енĕн патшалăхăн общество деятелĕ Леонид Прокопьевич Прокопьев ятне ĕмĕрлĕх сума суса Шупашкарти Дзержинский урамĕнчи 33-мĕш çуртра мемориал хăмин эскизне хатĕрлеме конкурс ирттерме йышăнса хăварнă. Куславкка районĕнче Байгулово салинче «Байкулово çăл куçĕ» объекта регион шайĕнчи çутçанталăкăн хисеплă вырăнĕ теме йышăннă. Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.

 



10 июля 2013
16:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter