Шăрăхра шар курасран

Ытлашши шăрăх çанталăка чылайăшĕ йывăррăн чăтса ирттерет. Кун пек чухне мĕн тумалла-х? Çакăн çинчен республика реабилитаци центрĕн медпрофилактика уйрăмĕн врач-методисчĕ Мария Тоябинская каласа парать.

— Шăрăх çанталăк мĕнпе хăрушă-ха?

— Хĕвел хĕртсе пăхни пĕр енчен, паллах, усăллă. Виçеллĕ хĕртĕнсен, организм D3 витамин туса кăларасси лайăхланать. Çак витамин иммунитета вăйлатать, юн çаврăнăшне лайăхлатать, мышцăсемпе шăмăсене çирĕплетет, сурансене хăвăртрах ÿт илме пулăшать.

Анчах та хĕвел организма сиен кÿме те пултарать. Ăна пула ÿт типет, вăхăтсăр ватăлма пуçлать. Герпес, витилиго, экзема, туберкулез, онкологи чирĕсем, сахăр диабечĕ, чĕре чирĕсем вăйлăрах аталанаççĕ. Антибиотиксем, транквилизаторсем, юн пусăмне чакаракан эмелсем ĕçекенсемшĕн те хĕвел хăрушă.

Хĕвел çинче ытлашши нумай çÿресен ÿт пиçсе кайма пултарать. Хĕртĕнес текенсен ирхине 10—11-ччен е каçхине 16 сехет хыççăн тухмалла.

Шăрăх, çилсĕр кун урамра чылай çÿресен хĕвел тивме (солнечный удар) пултарать. Кун пек чухне çын вăйсăрланать, куçĕсем умĕнче тĕрлĕ тĕслĕ пăнчăсем сиккелеççĕ, таврари япаласем симĕс е хĕрлĕ тĕслĕ курăнаççĕ. Пуç ыратать, çаврăнать, хăлхасенче шав илтĕнет, ăш пăтранать, хăстарать, алăсемпе урасем чĕтреççĕ. Пит хĕрелет, ÿт температури 38—40 градуса çити хăпарать. Пульс хăвăртланать, тар тапса тухать. Çын тăн çухатма, сывлама пăрахма пултарать. Хĕвел тивни хăш чухне 6—8 сехетрен çеç палăрать.

Хĕвелсĕр, анчах шăрăх çанталăкра та çын аптăрама пултарать. Ку вăл — ăшă тивни. Унăн паллисем хĕвел тивсен пулаканнисемпе пĕрешкел.

Шăрăхра ытларах тулли çынсем, пĕчĕк ачасем, ватăсем, шăрăх çанталăка хăнăхман çынсем, чĕре тата эндокрин тытăмĕн чирĕсемпе чирлекенсем, алкоголь шĕвекĕсене виçесĕр ĕçекенсем аптăраççĕ.

— Шăрăх çанталăкра шар курсан мĕн тумалла-ха?

— Ÿт хĕвелпе пиçсе кайнине асăрхасан сулхăна куçмалла. Хĕрелнĕ вырăнсене сивĕ шывпа йĕпетмелле. Температура хăпарсан, ăш пăтрансан, «васкавлă пулăшу» чĕнмелле.

Хĕвел е ăшă тивсен те сулхăн вырăна куçмалла, тум-тире хывмалла е тÿмесене вĕçертмелле, çамка çине сивĕ шывпа йĕпетнĕ ал шăлли хумалла, пите тата кăкăра сивĕ шывпа сирпĕтмелле, минерал шывĕ ĕçмелле. Енчен те шар курнă çын тăнне çухатсан, ăна аякĕ çине вырттармалла, пуçĕ çине сивĕ ал шăлли хумалла, «васкавлă пулăшу» чĕнмелле.

— Хĕвел ан аптăраттăр тесен мĕн тума сĕнетĕр?

— Чÿрече каррисем çутă пулччăр. Капла вĕсем пÿлĕме ытлашши ăшăнса каясран сыхлаççĕ. Тум-тире те çутă тĕслине суйлăр, пуçа мĕн те пулин тăхăнăр. Кондиционерпа усă куратăр пулсан, ун çывăхне ан ларăр — шăнса пăсăлма пулать. Пите, мăя, алăсене вăхăтран-вăхăт йĕпе ал шăллипе сăтăрăр, сивĕ шывпа ăшшине черетлесе душ кĕрĕр. Хĕвел çинче тÿрех нумай вăхăт пулмалла мар, организма майĕпен хăнăхтарса пымалла. 26 градус ăшăра кунне 2 литртан кая мар шыв ĕçмелле, 32 градусра — 3 литртан кая мар. Сахăрсăр симĕс чей ĕçни ăша лайăх кантарать. Çавăн пекех газсăр минерал шывĕ, хура чей, квас, морс ĕçсен аван. Коферен вара шăрăхра пăрăнăр, вăл организмран шыва кăларма пулăшать.

Апат çине те тимлĕх уйăрмалла. Шăрăхра çуллă, ăшаланă, тĕтĕмленĕ апатсем çимелле мар. Пулă, пахча çимĕç, улма-çырла çимелле. Апат хыççăнах е выçă хырăмла хĕвел çинче хĕртĕнме юрамасть.

Çавăн пекех шăрăхра пĕшкĕнсе ĕçлемелле мар. Кун пек чухне пуç çаврăнма, юн пусăмĕ хăпарса кайма, çын тăн çухатма пултарать. Çавăнпа та пахчана е ирех, е каçхине тухма тăрăшмалла.

Çуллахи кану савăнăç анчах илсе килтĕр! (Каçал ен районĕ)



10 июля 2013
08:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter