Халăх ыйтăвĕсем - саккун проекчĕсенче

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова çак кунсенче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем валли пресс-конференци ирттерчĕ. Унта хускатнă тĕп ыйту - РФ Патшалăх Думин çуркуннехи сессийĕн пĕтĕмлетĕвĕ.

Алена Аршинова саккунсем хатĕрлес ĕçе хастар хутшăнать. Çав вăхăтрах Чăваш Ене тăтăшах килсе çÿрет, республикăра пурăнакан граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнать. Акă юлашки вунă уйăхра Алена Игоревна "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти председателĕн Дмитрий Медведевăн регионри общество йышăну пÿлĕмĕнче 47 çынпа тĕл пулса калаçнă. Ыйтусенчен ытларахăшĕ вĕренÿпе тата культурăпа, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕпе, тăлăха юлнă ачасен шăпипе тата ыттипе çыхăннă. Вĕсенчен пĕр пайне тÿрех татса пама май килнĕ, ыттисен тĕлĕшпе те çине тăрса ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне Алена Аршинова ячĕпе Чăваш Енре пурăнакансем 200 ытла çыру, ыйту тата сĕнÿ янă. Вĕсен "шăпипе" депутат хăй те кăсăкланса тăрать. Алена Игоревна çакнашкал тĕл пулусемпе йышăнусем ăна малашнехи ĕçĕн çул-йĕрне палăртма май панине асăнчĕ. Шăпах граждансен ыйтăвĕсемпе сĕнĕвĕсен никĕсĕ çинче саккун проекчĕсем çуралаççĕ. Чăваш Ен интересĕсене хÿтĕлекен депутат çулталăк хушшинче 22 саккун проекчĕн пуçаруçи тата çум авторĕ пулса тăнă.

"Парламент политика тытăмне çĕнетес ĕçе малалла тăсать. Чылай тĕллеве Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн Çырăвĕнче палăртнă. Эпир, депутатсем, вĕсене пурнăçа кĕртме тăрăшатпăр. Унсăр пуçне маларахри суйлавсенчи Патшалăх Думинчен юлнă документсене пăхса тухатпăр. Саккун проекчĕсем нумай пухăнса кайнă, анчах вĕсенчен чылайăшне паянхи кун та сÿтсе явман. Эпир ку ĕçе хамăр çине илетпĕр. Çурхи сесси вăхăтĕнче çеç пире маларахри суйлаври депутатсенчен "еткере" куçнă 200 ытла саккун проектне пăхса тухрăмăр. Унсăр пуçне РФ Граждан тата Уголовлă кодекссене кĕртмелли улшăнусене хатĕрлерĕмĕр", - терĕ А.Аршинова. Парламентарисем йышăннă саккун проекчĕсем пурте халăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ тата вăхăтлă. Тĕслĕхрен, сусăр çынсене ĕçе вырнаçма тата ытти енĕпе пулăшасси* пурăнмалли çурт-йĕрĕн тÿлевсĕр приватизацийĕн тапхăрне малалла тăсни* çул-йĕр правилисене пăснăшăн яваплăха ÿстерни тата штраф виçисене пысăклатни* ЖКХ тытăмĕнче йĕрке тăвасси* уйрăм предпринимательсен страховани взносĕн /обязательнăй пенси страхованийĕ енĕпе/ виçине палăртмалли йĕрке тата ытти те. Депутатсем бюджет кодексне те улшăнусем кĕртессишĕн сасăланă. Халĕ тĕрлĕ субсидипе укçа-тенке валеçессин формулисене виçĕ енлĕ комисси çирĕплетет.

Вăл Правительство /Финанс министерстви/, Патшалăх Думин /профиль комитечĕ/ тата Федераци Канашĕн представителĕсенчен тăрать. Раççей регионĕсене ача сачĕсен строительстви валли укçа-тенкĕ уйăрас ыйтăва та шăпах çак комисси пăхса тухнă.

Ача сачĕсем тенĕрен, Алена Аршинова - "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин "Ача сачĕсем - ачасене" проект ертÿçи. Вăл хăйĕн ĕçтешĕсемпе пĕрле шкулчченхи учрежденисен строительстви валли памалли субсидисен шутлав йĕркисене хатĕрленĕ çĕре хастар хутшăннă. Ку методикăра регионсене бюджет пуянлăхне тата 2016 çул тĕлне ача çуралма пултараслăхĕн кăтартăвĕсене шута илнĕ. РФ Вĕренÿ министерстви сĕннĕ вариантра вара регионри ача сачĕсен черетне çеç тĕпе хунă пулнă. "Пĕрлĕхлĕ Раççей" фракци пуçарăвĕпе Патшалăх Думи бюджета улшăнусем кĕртнĕ, çапла вара ача сачĕсене юсамашкăн тата çĕннисене хăпартмашкăн 2013 çулта софинансировани условийĕсемпе 50 млрд тенкĕ уйăрĕç. "Ача сачĕсене тирпейлĕн, анчах пахалăхлăн тата инновацисене тĕпе хурса хăпартмалла, чи малтан ачасен ырлăхĕпе хăрушсăрлăхĕ пирки шухăшламалла", - терĕ асăннă проект ертÿçи.

Ача сачĕсен ыйтăвне хускатнă май пресс-конференцире вĕсемпе çыхăннă тепĕр ыйтăва та уçăмлатасшăн пулчĕç. Ашшĕ-амăшĕнчен чылайăшĕ пепкисене шкулчченхи учрежденисене çÿретнĕшĕн кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен самай пысăк укçа тÿлемелле пулĕ тесе пăшăрханать. Алена Игоревна ку ыйтăва хăй те кĕтнине пытармарĕ. Çак пăшăрхану акă мĕнпе çыхăннă. Раççейре вĕренÿ пирки калакан çĕнĕ саккун кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет. Унпа килĕшÿллĕн ача сачĕшĕн тÿлемелли хака малашне регионсем хăйсем палăртĕç. Халĕччен вăйра тăнă саккунра çак тÿлев виçи пепкене садике çÿретнĕшĕн çулталăкри вăтам хакĕн 20 проценчĕпе танлашмаллине палăртнă. Çĕннинче вара ун пек положени çук. Çакна пулах ашшĕ-амăшĕ хальхи пек 1200 тенкĕ мар, чылай ытларах тÿлемелле пуласран шикленет. РФ Патшалăх Думин депутачĕ хаксем ун пек ÿсмессе шантарсах каларĕ, ку енĕпе йывăрлăхсем пулсан хăйне систерме ыйтрĕ.

А.Аршинова табак туртассине хирĕçлекен саккуна хатĕрлес ĕçе те хастар хутшăннă. "Чăваш Республики - табак бизнесĕпе çине тăрса кĕрешекен регионсенчен пĕри. Ку мана савăнтарать. Пĕлетпĕр ĕнтĕ: аслисем сигарет туртнăран пирĕн çĕр-шывра астмăпа тата сывлав çулĕсен ытти чирĕпе çуралакан ачасен йышĕ пысăк. Ăслăлăх тĕпчевĕсем çак саккуна пула асăннă чир-чĕр çитес çулсенчех 15-20% чакма пултарнине çирĕплетсе панă", - терĕ депутат нумаях пулмасть хăйсем тепĕр саккуна - туртма чарнă вырăнсенче пирус мăкăрлантаракансене административлă майпа явап тыттарасси пирки - ырланине пĕлтернĕ май. Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
10 июля 2013
08:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter