«Вучахăр умĕнче ялан ăшă пултăр»

Пĕр-пĕринпе пĕрлешнĕренпех килĕштерсе нумай çул пурăнакан, ача-пăча çуратса тĕрĕс çул çине кăларнă, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăракан çемьесене «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа е медальпе наградăласси йăлана кĕчĕ. Çемье, юрату, шанчăклăх кунĕнче акă кăçал та республикăри чылай мăшăра савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç. Асăннă наградăна тивĕçнисен пĕр ушкăнне - Шупашкарта пурăнакансене - Чăваш Республикин Правительство çуртне йыхравларĕç, вĕсене Михаил Васильевичпа Лариса Юрьевна Игнатьевсем чысласа саламларĕç.

- Çемье - патшалăх тĕрекĕ, обществăн пĕчĕк тĕп пайĕ. Кунта ăс-хакăл, хуçалăхпа йăла, эстетика тĕлĕшĕнчен çынсен хутшăнăвĕсен курăмлă енĕсем палăраççĕ. Çирĕп çемьесенче мал ĕмĕтлĕ, ыттисен хушшинче уйрăларах тăракан çынсем çитĕнеççĕ. Нумай нациллĕ республикăмăр килĕшÿре пурăннине те кил-йышри хутшăнусемех витĕм кÿреççĕ, - Чăваш Ен Пуçлăхĕн ĕнентерÿллĕ сăмахĕсемпе залра ларакан хисеплĕ мăшăрсем те, вĕсене саламлама пынă чиновниксем те /РФ Патшалăх Думин депутачĕ А.Аршинова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю.Попов, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи А.Иванов, тĕп хула пуçлăхĕ Л.Черкесов/ килĕшрĕç.

Чăваш Енре çемье, амăшлăхпа ачалăх институчĕсем çирĕпленсех пынине, патшалăх ачасене çитĕнтерме, воспитани кирлĕ пек памашкăн çирĕп политика тытса пынине, çавна пулах регионра демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнине палăртрĕ Михаил Васильевич.

Ăшă салам йышăнма чи малтанах ордена тивĕçнĕ Некрасовсен çемйи тухрĕ. Владимир Васильевичпа Елена Дмитриевна 64 çул пĕр-пĕрне савса, чунпа парăнса пурăнаççĕ. 4 ачине тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтернĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă.

«Юратупа шанчăклăхшăн» медале 9 çемьене пачĕç. Çав йышра - Тамара Савушкинăна та. Кил хуçи Михаил Евгеньевич, шел, 2011 çулта пурнăçран уйрăлнă. Ăш пиллĕ хĕрарăм 16 ачана /!/ кун çути кăтартнă, пăхса çитĕнтерет. Аслисенчен çиччĕшĕ аслă шкулта вĕренет е алла илнĕ профессипе ĕçлет. Тăххăрăшĕн çул çитмен-ха.

- Пĕррехинче сирĕн пата парнесемпе пынăччĕ. Ачасенчен нихăшĕ те вĕсене пайлама пуçăнмарĕ. Сире куçран пăхсах ăнланаççĕ вĕсем. Акă вăл чăн-чăн воспитани, культура, - аса илсе каларĕ республика ертÿçи.

Югановсем пĕрлешнĕренпе - 53 çул. Владимир Павлович медале алла илнĕ май чунне уçрĕ: «Тата пĕр ĕмĕр пурăнма та хатĕр!» Венера Толстова, мăшăрĕпе Алексейпа 31 çул çураçуллă пурăнаканскер, пурне те ĕмĕре Петрпа Феврония çветтуйсем пек пĕр-пĕрне парăнса ирттерме сунчĕ. Толстовсен çемйинче 2 ача çут тĕнчене килнĕ, анчах ывăлĕн 25 çула çитсен ĕмĕрлĕхех куçĕ хупăннă. Чĕрери сурана кăшт та пулин пирчелентермешкĕн ырă кăмăллă ашшĕ-амăшĕ хăйсен çемйине пепке илсе килнĕ. 3 çулти Артема тăван ачи пекех юратса пăхаççĕ вĕсем.

Евтихеевсем маларах Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пурăннă. Çемье пуçĕ Александр вырăнти хуçалăхра агроном, район ертÿлĕхĕнче ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ пулнă. «Ентешĕмсем», - терĕ те Маргарита Дмитриевнăна ăшшăн çупăрларĕ Лариса Игнатьева. Республика Пуçлăхĕн мăшăрне биологипе хими предмечĕсене вĕрентнĕ-мĕн вăл. Пултаруллă педагог - Раççей халăх çут ĕçĕн отличникĕ.

Çемье уявĕнче хаклă наградăна тивĕçнисене Алена Аршинова саламларĕ:

- Çемье вучахĕн ăшши яланах обществăна куçать. Çапла пулмасăр: эсир воспитани паракан ачасем ушкăнсенче ырă енпе палăраççĕ-çке. Паян эпир 3 ача çуратакан хĕрарăма та паттăр вырăнне хуратпăр. Сирĕн хушăра 16 ача амăшĕ те пуррине пĕлсен çав тери тĕлĕнтĕм, савăнтăм та. Сире, ытарайми мăшăрсене, хăвăр çамрăк чухне чĕртнĕ вучах умĕнче яланах ăшă пултăр.

 Ирина ПУШКИНА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
10 июля 2013
13:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter