Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревпе Вăрнар районĕнче пулнă

Утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревпе Вăрнар районĕнче пулнă. Республика Пуçлăхĕ чи малтанах  Нурăсри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкула çитнĕ. Шкул çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрленет. Кивĕ шкула 302 ача пĕлӳ илме çӳрет, кунсăр пуçне çуртра шкул çулне çитмен 15 ачана валли пӳлĕм те хатĕрленĕ. Палăртма кăмăллă, пĕр хутчен çеç мар пĕтĕм тĕнчери, республикăри ăмăртусенче çĕнсе илнĕ вăйлă кадет ушкăнĕ пур.  Михаил Игнатьев патриотла воспитани ачасене пани малашнехи пурнăçра йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса çирĕп вăй-халлă çынсем пулма пулăшнине палăртнă. 2012-мĕш çулта Нурăс шкулĕ спорт, медицина, вĕрентӳпе компьютер, литература тата ытти хатĕрсене туянма 970 пин укçан пулăшу илнĕ пулнă. 2013-мĕш çулта вĕренӳ учрежденийĕсене модернизацилес программăпа килĕшӳллĕн шкула тĕпрен çĕнетсе юсама 1 млн. тенкĕ туяннă. Шкулăн администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çитес тапхăрта вĕсем шкул çумне çĕнĕ хушма çурт лартасшăн. Унта вĕсем çĕнĕ 8 пӳлĕм тата спорт залне хута яма палăртса хунă. Михаил Игнатьев шкул коллективне эффективлă ĕçлесе пынишĕн тав туса малашнехи ĕçре ăнăçусем суннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрнарти СОМ завода çитсе килнĕ. Завод услам çу тата типĕ сĕт калăпласа кăларать. Кунне вĕсем 120 тонна сĕт тасатса тирпейлеççĕ. Пĕтĕмĕшле таварсене хатĕрлемешкĕн сĕт ытларах Патăрьел, Вăрнар, Муркаш, Етĕрне районĕсенчен пуçтарăнать. Туянакан сĕт хакĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан 1,5 хут ӳснĕ. Предприяти ĕçченĕсем республика Пуçлăхне сĕте еплерех калăпласа кăларнин технологипе тĕплĕн паллаштарнă. Продукцийĕн тĕсне е тата йышне ӳстерес тĕллевпе, суту-илӳре таварсем конкурентлă пулччĕр тесе предприятире инвестици проекчĕ пурнăçланать. Пĕрлешӳре модернизацилес тата реконструкци тăвас ĕç пырать.  Çĕнĕ йышши технологиллĕ линисене  кăçал çурла уйăхĕнче яма палăртса хунă, кунтах 20 çынна çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерме май килĕ. Çĕнĕ производствăра кунне 200 тонна сĕте тирпейлеме палăртаççĕ. Çĕнĕ технологиллĕ лини 40 тĕрлĕ çĕнĕ таварсем калăплама пулăшĕ, вĕсене «Белоусовы» ятпа кăларĕç. Ун чухне çĕнĕ йышши таварсене Чăваш Енре çеç мар, республика тулашĕнче те пĕлĕç. Çĕнĕ Яхакассы ялĕнче вырнаçнă «Санар» Агрофирма» пĕрлешӳре Чăваш Ен Пуçлăхĕ тыр-пулсем ӳснин пахалăхĕпе, вырмана хатĕрленнин ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашнă. Техникăсене пăхса çаврăннă. Палăртнă хуçалăхра «Агро-Инноваци» КУП специалисчĕсемпе çĕр пахалăхне тĕрĕс палăртассипе тимлеççĕ. Машинăсен паркне çĕнетссипе тăрăшаççĕ. Кăçалхи çул хăйсен вăйĕпе хуçалăх 2 ял хуçалăхĕнче усă куракан техника 3,5 млн тенкĕллĕх туяннă. Вăрнарта Михаил Игнатьев 50 хваттерлĕ, икĕ подъездлă пилĕк хутлă пурăнмалли çуртăн шăпипе паллашнă. Çĕнĕ çурта кăçал чӳк уйăхĕнче хута яма палăртса хунă. Хваттерсенчен 11-шĕ район администрацине социаллă программăпа куçĕ. Юлашкинчен  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрнар районĕн активĕпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Уçă калаçăва Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, республикăн строительство министрĕ Олег Марков хутшăннă. Тĕпрен илсен Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2012-мĕш çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче йышăннă Указĕсем еплерех пурнăçланни тавра калаçу хускатнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ĕç укçин шайне ӳстернин ытăвĕсем çинчен чарăнса тăнă. Рйонта 83 нумай ачаллă çемьесене çĕрпе  тивĕçтернĕ. Вĕсенчен 8-шĕ çурт-йĕр çавăрма ирĕк илнĕ, анчах та халлĕхе икĕ çемьи çеç ĕçе тытăннă. Районти çамрăк мăшăрсем çав шутрах ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем   те  пурăнма çурт-йĕрсем илеççĕ.  Пĕлтĕр ку енĕпе – 10, кăçал -12 çемье пулăшупа усă курнă. Кун йĕркинче пăхса тухнă ыйтусем самай пулнă, кашниех хăйсен хуравĕсене тупнă. Тĕплĕнрех



11 июля 2013
17:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter