Ресурс центрĕ ăста рабочисем хатĕрлĕ

Шупашкарти электроаппарат заводĕнче ĕнер ресурс центрĕ уçăлчĕ. Савăнăçлă уявра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, «Сименс» компанин Раççейри тата Тĕп Азири президенчĕ Дитрих Мăллер пулчĕç.

Заводăн генеральнăй директорĕ Александр Федотов кунта нумай çул хушши ăста специалистсем вăй хуни çинчен пĕлтерчĕ. Анчах пурăна киле вĕсем ватăлса пыраççĕ. Улăштарма çамрăксем кирлĕ. Рабочи специальноçне халĕ питех илесшĕн мар çав. Çавна пула кадр ыйтăвĕ çулсерен çивĕчленет. Ăна татса памашкăн предприяти коллективĕ вырăнтах квалификациллĕ рабочисем хатĕрлеме, специалистсен пĕлĕвне тарăнлатма май шыраса тупнă - ресурс центрĕ хатĕрленĕ. Кунта тĕпчев ĕçĕсем ирттерме те меллĕ. «Центр малашне завода ресурспа пуянлатса хăватне ÿстерме, производствине тухăçлăрах аталантарма, çынсен пурнăçне лайăхлатма пулăшĕ», - терĕ Александр Борисович.

Михаил Игнатьев электроаппарат заводĕнче ресурс центрĕ хута кайни кадр çивĕчлĕхне сирес ĕçре питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ.

- Чăваш Енĕн çĕр айĕнче хаклă пурлăх çук, анчах эпир ĕçчен те маттур çынсемпе пуян. Тĕллев - вĕсенчен профессие лайăх пĕлекен ăста специалистсем хатĕрлесси, квалификацие çулсеренех малалла аталантарасси, - терĕ Михаил Васильевич. - Центрта студентсем ăс-тăна теорипе пуянлатаççĕ çеç мар, ăна производствăра çирĕплетме те пултараççĕ.

Çĕр-шыв Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕнĕ. Çавна май рынокра çул уçса тĕнчери компанисемпе çивĕч тупăшма, конкуренцире çĕнтерме тивет. Çăмăл мар ку. Продукци пахалăхне, кадрсен ăсталăхĕпе пултарулăхне тăтăш ÿстерсе тăмалла. Ку енĕпе заводăн ресурс центрĕн пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Çакăнпа Раççей Федерацийĕнчи професси пĕлĕвĕ паракан учреждени директорĕсен канашĕн председателĕ, Шупашкарти электромеханика колледжĕн директорĕ Алексей Судленков та килĕшнине пĕлтерчĕ.

- Заводпа колледж хутшăнăвĕсем 1944 çултах çуралнă, çулсерен аталанса пыраççĕ. Çирĕппĕнех калатăп: республикăра промышленноç вăй илет. Çакăнта электроаппаратура предприятийĕнче тăрăшакансем те тивĕçлĕ тÿпе хываççĕ. Коллективра пирĕн вĕренекенсем те ĕçлеççĕ, - кăмăллăн пĕлтерчĕ Алексей Алексеевич.

Михаил Игнатьев, Дитрих Мăллер тата «ШЭАЗ» АХО директорсен канашĕн председателĕ Михаил Шурдов савăнăçлă лару-тăрура хăю касса центр уçăлнине пĕлтернĕ хыççăн хăтлă çурта кĕчĕç. Заводра 1942 çултанпа тухса тăракан нумай тиражлă «Электрик» хаçат редакторĕ Вера Тимофеева уява пухăннисене обществăн историйĕпе паллаштарчĕ. Унăн кун-çулĕ чăнласах пуян. Вăл XIX ĕмĕр вĕçĕнчех Ригăра çут тĕнчене килнĕ. Çĕр-шыв экономикишĕн питех те пĕлтерĕшлĕ предприятие тĕнче вăрçисене пула малтан - Харькова, унтан Шупашкара куçарнă.

Михаил Игнатьевпа хаклă хăнасем электроаппаратчиксен пурнăçĕпе ĕçне сăнлакан стендсем пулăшнипе тата Вера Ивановнăн тĕплĕ калаçăвĕ урлă завод пурнăçĕпе çывăхрах паллашрĕç, вĕренÿ класĕсене кĕрсе курчĕç.

Валентин ГРИГОРЬЕВ.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
11 июля 2013
09:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter