Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей почтин кунӗ ячӗпе саламлани

Почта ҫыхӑнӑвӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!           

     Сире професси уявӗпе  – Раҫҫей почтин кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!            

Почта ҫӗршер ҫулсем хушши ҫыннӑн шанчӑклӑ ҫулташӗ шутланать, вӑл чи массӑллӑ тата усӑ курма меллӗ ҫыхӑнӑвӑн  питех те пӗлтерӗшлӗ социаллӑ тивӗҫне пурнӑҫлать.

Информаци технологийӗсемпе усӑ курнине пула почта хӑйӗн клиенчӗсене паракан пулӑшу ӗҫӗсен шутне темиҫе хут  ӳстерме пултарчӗ. Паянхи почта – ҫыхӑну хатӗрӗ кӑна мар, экономикӑн самаях пӗлтерӗшлӗ тытӑмлӑ пайӗ те.

Ҫак сферӑра тӑрӑшакансен професси ӑсталӑхӗ тата ӗҫе кирлӗ пек йӗркелени Чӑваш Енри почта ҫыхӑнӑвне яланах ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме пулӑшса пырасса  шанса тӑратӑп.

Почта ӗҫченӗсене тата ветеранӗсене ҫирӗп сывлӑх, ӗҫре ҫитӗнӳсем, телейпе ырлӑх сунатӑп.

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                      М.Игнатьев                                

 



12 июля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter