Каçал Ен районĕ: ял халăхĕ Питрав уявĕнче савăнчĕ

Чăваш халăхěн ăс-хакăл пуянлăхě  иксěлми. Тăван  халăх  историне, аслă  асаттемěрсен  кун-çулне, йăли-йěркине  кашнинех  лайăх  пěлмелле. Аваллăхсăр  малашлăх  çук. Чăваш халăхěн авалтан пыракан йăли-йěркисене  тăван  халăхăн ылтăн  çÿпçи  тесе калас килет. Мěн чухлě ырă  йăла-йěрке  халăхăмăрăн. Кашни йăла-йěрке, кашни  уяв хăйěн  асамлăхěпе, илěртÿлěхěпе, тарăн  та  пуян  шухăшлавěпе паха. Çакăн пек пуян та иксěлми  асамлăхран  эпир  сăвă-халап  калама, юрлама, ташлама вěренетпěр, кил-хуçалăх  ěçěсене  тума  хăнăхатпăр, ăс-хакăлпа пултарулăха  аталантаратпăр, тус-тăванпа, хурăнташсемпе, кÿршě-аршăсемпе  килěшÿллě  пулма, ватăсене, çамрăксене, ача-пăчасене сума  сума вěрентсе  пыратпăр.         Халăх  пуянлăхěн  пěр  тупри те  манăçа  ан  тухтăр. Кашни уявне, йăли-йěркине  ахах  пěрчи  вырăнне  хурса  упрар. Акǎ, Аслǎ Çěрпÿел ял тǎрǎхěнче,  Питрав уявне паллǎ тума халǎх йышлǎ пуçтарǎнчě. Чи малтанах чǎваш тумне тǎхǎннǎ пикесем, хěр арǎмсем вǎйǎ картине тǎрса вǎйǎ юррисем шǎрантарчěç. Тěрлěрен вǎйǎсем те выляса илчěç. Ун хыççăн Кěçěн Çěрпÿел культурǎпа кану центрěн ěçченěсем уяв ячěпе хаваслǎ концерт лартса пачěç. Питрав кунне халалланǎ уяв çÿллě шайра иртрě. Пухǎннисем культура ěçченěсене савǎк кǎмǎл парнеленěшěн ǎшшǎн тав турěç.



12 июля 2013
14:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter