Элĕк районĕнче çěнě центр

2013 çулхи июлěн 1-мěшěнчен районта «Элěк районě» муниципаллă пěрлешěвěн патшалăх тата муниципаллă пулăшу паракан нумай функциллě центр» автономлă учреждени ěçлеме пуçларě. Вăл район администрацийěн çурчěн пěрремěш хутěнче вырнаçнă. Учреждени влаçăн федерацири, регионти тата муниципаллă органěсене пěрлештерет. Çакă документсем хатěрлемелли процеса чылай çăмăллатать, финанс тăкакěсене пěчěклетет тата вăхăта перекетлет. Центрта «пěр чÿрече» принциппа 34 тěрлě пулăшу параççě. Малашне пулăшусен перечнě тăтăшах сарăлса пымалла.

Нумай функциллě центрăн тěп задачи – патшалăх тата муниципаллă пулăшусем илмелли процеса çăмăлрах та меллěрех тăвасси. Комфортлă лару-тăру, хальхи оборудовании, лайăх хатěрленнě персонал кěске вăхăтрах пулăшу парě. Центр уçăлнипе вăрăм черетсем, кěтни, справкăсем илессишěн нумай çÿрени, кулленхи пурнăçра тěл пулакан меллě маар пулăмсем хыçа юлěç.

Центрта клиентсемпе ěçлесси регламентпа килěшÿллěн пулса пырать. Документсем хатěрлеме регламентсенче уйрăм кунсем палăртаççě.

Нумай функциллě центр тунти кун – эрне кун 8-17 сехетчен ěçлет, канмалли кунсем – шăмат кунпа вырсарни кун.



12 июля 2013
08:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter