Шкулсене – çěнě кěнекесем

Кăçал, пěлтěрхи пекех, Элěк район администрацийěн вěренÿ, социаллă аталану, çамрăксен политики тата спорт пайě шкулсен библиотекисен кěнеке фондне çěнетессипе, федерации перечнěнчи учебниксене, тăван чěлхене вěрентессипе кирлě литературăна туянассипе ěçлет. Пуçламăш классенче вěренекенсене валли федераци патшалăх стандарчěсене тивěçтерекен учебниксем пулěç.

2013-2014 вěренÿ çулěнчи июньте районти шкулсенче учебниксем 167 пин те 730 тенкěлěх килнě. Кусем – «Русское слово» издательствăн. Элěкри вăтам шкул унпа çирěп çыхăну тытать. Çавна май вěренмелли кěнекесене асăннă шкула ытларах панă.

Мăн Вылăри, Йăлкăшри, Шěмшешри, Юнтапари вěренÿ учрежденийěсем те çěнě учебниксем илнě.



12 июля 2013
08:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter