Сывлăхран хакли çук

Министрсен Кабинечĕн ларăвне уçас умĕн республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕ: Хусанти Универсиадăра пирĕн ентеш Ирина Юманова хăвăрт утас енĕпе иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çак ятпа пурне те саламланă май Михаил Васильевич ку пирĕн спортсменсем асăннă ăмăртусенче çĕнсе илнĕ иккĕмĕш медаль пулнине палăртрĕ. «Пирĕн çамрăксем тĕслĕх кăтартаççĕ», - кăмăллăн каларĕ вăл. Награда татах пулма пултарать-ха: М.Игнатьев кĕçнерни кун Кристина Савицкая старта тухассине аса илтерчĕ.

Ларура вара сывлăх сыхлавĕн ыйтăвĕсем тĕп вырăнта пулчĕç. Чăннипех - сывлăхран хакли çук. Вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова «Чăваш Республикинче пурăнакансен сывлăхĕн 2012 çулхи лару-тăрăвĕ» патшалăх доклачĕпе паллаштарчĕ. Сумлă документ. Вăл малашне асăннă енпе тĕпе хумалли ыйтусене пайăррăн палăртать. Пирвайхи сыпăк демографипе çыхăннă. Алла Владимировна пĕлтĕр республикăра ача çуратасси виçĕм çулхинчен палăрмаллах ÿсни çинчен каларĕ - 1,3 пин пепке хушăннă. Çут тĕнчене килнĕскерсен 10% - çемьесенчи иккĕмĕш, 27% - виççĕмĕш ачасем. Çакăнта, паллах, патшалăх, республика ача çуратакансене укçан, ытти енĕпе тĕрев панин витĕмĕ куç кĕрет.

Çын вилесси те чакнă, анчах пăшăрхантаракан самантсем çук мар. Вилĕм кÿрекен тĕп сăлтавсен шутĕнче - юн çÿревĕн чирĕсем, тулашри сăлтавсем, усал шыçăсем. Инкеклĕ тĕслĕхсене, сурансене, наркăмăшланнине пула тĕпрен илсен вăй питти çынсем пурнăçран уйрăлаççĕ. Хăйсем çине алă хунă тĕслĕх те çав-çавах нумай-ха.

Пĕлтĕр çулталăк та тултарса ĕлкĕреймен 91 ача пурнăçĕ татăлнă. Çак лару-тăрăва сăнлакан коэффициентпа эпир Атăлçи округĕнче чи лайăххисем пулин те ку енĕпе ĕçлемелли пур. М.Игнатьев пепкесен вилĕмĕн сăлтавĕсемпе пайăррăн кăсăкланчĕ. А.Самойлова палăртнă тăрăх - пĕчĕкскерсене амăшĕсем çывăрнă чух кăкăрĕпе, кĕлеткипе пусарса вĕлерни, пепкесем ытлашши çитернипе апата хăсса кăларнă май унпа чыхăнни час-часах пулать. Ача çуралнине, шыва кĕртнине паллă тунă вăхăтра ĕçкĕ-çикĕ пуçарнă май аслисем пĕчĕкскерсене асăрхаса çитерейменнипе пĕлтĕр 6 пепке пурнăçĕ татăлнă.

Çынсем чир-чĕре, суранланнине кура вăхăтлăх ĕçлеймен кунсен шучĕ пĕлтĕр палăрмаллах чакнă. Больничнăй илсен арçынсем вăтамран 13,9 кун ĕçлеймен, хĕрарăмсен ку вăхăт кĕскерех - 11,1 кун. Çакă, вице-премьер шухăшĕпе, арçынсем ытларах чухне йывăр ĕçсенче тăрăшнипе сăлтавланнă.

Медучрежденисен тытăмĕ çĕнелет. 15-мĕш çулччен Чăваш Енре 100 фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлмалла. 2-шĕ ĕçлет ĕнтĕ, кăçал пĕтĕмпе 20 ФАП уçăлмалла. Алла Владимировна медицина отраслĕнче кадрсем çителĕксĕррине палăртрĕ. М.Игнатьев шухăшĕпе, ĕçшĕн тивĕçлипе тÿлемелле, çакă ĕçлекене хавхалантармалли тĕп мел пулмалла.

Сывлăхран хакли çук

Кăçал медиксен шалăвне ÿстернĕ, вăл татах пысăкланĕ, çавна май çулталăк вĕçленнĕ тĕле ку кадрсен йышне çирĕплетес тĕлĕшпе кăтарту кÿмеллех. «Земство тухтăрĕ» программа витĕмĕ курăмлă: пĕлтĕр çамрăк 132 специалист ялсене ĕçлеме кайнă. Кăçал та 30 ытла çамрăк врач диплом илсе ĕçе пуçăнать.

А.Самойлова кун йĕркинчи тепĕр ыйтупа та сăмах илчĕ: ĕç условийĕсене, ĕç сыхлавне лайăхлатмалли тĕллевлĕ программа çинчен каласа пачĕ. 14-16-мĕш çулсем валли хатĕрленĕскере пурнăçлама пĕтĕмпе 11 млрд тенкĕ ытла уйăраççĕ. Тĕп пайĕ - республика бюджетĕнчен. Паллах, çакă ĕç условийĕсене лайăхлатас, професси чирĕсенчен сыхланас тата çынсене сиплес енĕпе пысăк пулăшу кÿмелле. Чăваш Ен Пуçлăхĕ вара ку енĕпе ĕç паракансемпе çирĕпрех пулмалли çинчен каларĕ. Строительствăра, сăмахран, пĕлтĕр ĕç вырăнĕнче 8 çын вилнĕ. Унашкал тĕслĕхсем пулмалла мар.

Предпринимательсене шкул çулĕчченхи ачасем кăнтăрла пулмалли ушкăнсене йĕркелеме каякан тăкаксене субсиди памалли йĕркене çирĕплетрĕç. Экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Аврелькин пĕлтернĕ тăрăх - пулăшу виçи 1 млн тенкĕ таран пулать. Унпа усă курас, асăннă енĕпе ĕçлес кăмăллисем пур-мĕн. Çакă ача пăхмаллине пула ĕçлеймен ашшĕ-амăшĕшĕн меллĕ пулĕ.

Вĕренÿ учрежденийĕсене пĕрлештерес енĕпе черетлĕ утăм турĕç. Ку хутĕнче Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕпе 29-мĕш профучилище пĕрлешеççĕ. Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов халĕчченхи вĕрентÿ шайĕ тивĕçтерменни çинчен каларĕ, çĕн йĕркелÿ пулăшу ĕçĕсен пахалăхне çĕклеме тивĕç. Çийĕнчен штат та чакать - 15 çын.

Канашри ача çуртне пĕтерессине ырларĕç. Халĕ унта тăлăхсем пур-ха, анчах пĕр пайĕ вĕренĕве вĕçлесе ача çурчĕпе сыв пуллашать. 24-ăн кăна юлаççĕ. Вĕсенчен çуррине халь-халь усрава илеççĕ - документсем хатĕрленĕ, юлнисене ытти ача çуртне ярĕç. Мĕншĕн шăпах Канашрине пĕтерес тенĕ? В.Иванов министр унта условисем япăххине палăртрĕ. Çĕнетни-юсани вырăнсăр, ачасене воспитани парас енĕпе те çитменлĕхсем пулнă - çичĕ шăпăрлан полицире шутра тăнă. Тăлăхсен, ашшĕ-амăшĕсĕр юлнисен шучĕ тăруках ÿссен ăçта кайса кĕрĕпĕр? Унашкалли пуласси иккĕленÿллĕ, анчах çапла пулса тухсан та ачасене вырнаçтарас енĕпе йывăрлăх тухса тăмалла мар, терĕ Владимир Николаевич. Усрава панă ачасем мĕнле пурăннине сăнаса тăрасси - урăх ыйту. Халĕччен ку енĕпе çитменлĕхсем пулнă. Çавăнпах Шупашкарта, Пăрачкавра ятарлă центрсем уçнă. Халь Канашра та уçасшăн. «Усрава панă ачасене каялла тавăрнă тĕслĕхсем пулмалла мар», - терĕ министр хайхи центрсен тĕллевне палăртнă май. «Ачисене пăрахса хăваракан ашшĕ-амăшне общество енчен сивлени кирлĕ, - калаçăва хутшăнчĕ М.Игнатьев. - Ачасен çемьере çитĕнмелле, этемлĕх çакăнтан лайăхраххине шухăшласа тупайман-ха».

Л.П.Прокопьевăн Асăну хăмин эскизне хатĕрлемешкĕн конкурс ирттерме йышăнчĕç. Вăл кам пулни çинчен каласа тăни кирлех мар-тăр - кашниех пĕлет, чăннипех хисепе тивĕç çын. Асăну хăмине Шупашкарти Дзержинский урамĕнчи 33-мĕш çурт çине çакĕç.

Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Геннадий Яковлев хăй ертсе пыракан тытăм ĕçченĕсен йышне чакарасси çинчен пĕлтерчĕ. Йыш палăрмаллах пĕчĕкленет - 232 çын. Çакă ĕçлекенсен шалăвне чылай, 23%, пысăклатма май парĕ. М.Игнатьев ку республикăра пурăнакансене ветеринарипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе чăрмав кÿмĕ-и тесе кăсăкланчĕ те - «тĕп ветеринар» районсенче кашни ĕçчене выльăх шутне кура территорисем çирĕплетсе пани çинчен каларĕ, йывăрлăх пулмалла мар. Ветеринарсен дефицичĕ пуласран ку ĕçе предпринимательсене явăçтарни те ĕç-пуçа çăмăллатма тивĕç.

Ларура çавăн пекех предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй çинчен калакан саккун проектне, çурт-йĕр сроительствине пулăшмалли мерăсене ырларĕç, Правительствăн маларах кăларнă хăш-пĕр йышăнăвне тÿрлетÿсем кĕртрĕç.

Николай КОНОВАЛОВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
12 июля 2013
10:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter