Мускаври тĕл пулусем

Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Валентина Андреева Мускавра темиçе тĕл пулăва хутшăнса Раççей пичечĕн тата Общество телекуравĕн ертÿлĕхĕсемпе малашне килĕштерсе ĕçлессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Раççей пичечĕн ертÿçин çумĕпе Владимир Григорьевпа ирттернĕ калаçура регионсенче периодика пичетне сарассине сÿтсе явнă. Паллă ĕнтĕ, çĕр-шыв субъекчĕсенче хаçат-журнал киоскĕсен, экономика сăлтавĕсене пула кĕç-вĕç хупăнасси патне çитнĕскерсен, шучĕ чакса пырать. Федераци ведомствинче вĕсен социаллă пĕлтерĕшне ăнланаççĕ тата прессăн наци тытăмĕн дистрибуцине сыхласа хăварассишĕн тăрăшаççĕ. Лару-тăрăва шута илсе Раççей пичечĕ хаçат-журнал продукцине сутакан киосксен ĕçне пырса тивекен саккунсене улшăнусем кĕртмешкĕн сĕнÿсем хатĕрленĕ. Çывăх вăхăтрах документа çĕр-шыв Правительствине ярса параççĕ.

Раççей Общество телекуравĕн ертÿçипе Анатолий Лысенкăпа тĕл пулнă чухне республикăпа федераци каналĕ килĕштерсе ĕçлессин приоритечĕсене палăртнă. Тĕслĕхрен, Раççей Общество телекуравĕн эфирĕнче Чăваш Ен Наци телекуравĕн информаци материалĕсене тата программисене вырнаçтарма калаçса татăлнă.

 В.ИЛЬИНА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
13 июля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter