Кун йĕркинче актуаллă ыйтусем

Утă уйăхĕн 15-мĕшнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Аслă тата вăтам пĕлӳ илнĕ çамрăк специалистсен ĕçе вырнаçассин ыйтăвĕсем çинчен Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов калаçнă.  Министр Чăваш Республикинче аслă вĕренӳ учрежденийĕсем -24, вăтам професси паракан вĕрентӳ учрежденийĕсем – 34 пулнине палăртнă. 2013-мĕш çулта вĕрентӳ учрежденийĕсенчен 17351 студент вĕренсе тухнă.(2012 çулта – 17310), вĕсенчен 13440-вузсенчен, ссузсенчен -3911 специалиста хатĕрлесе кăларнă (2012 çулта – 4204). Хальхи вăхăтра професси илме пулăшакан учрежденисенче малашнехи ĕç рынокĕнче кирлĕ специалистсене пăхса вĕрентсе кăларма тăрăшаççĕ. 2012-мĕш çулта аслă тата вăтам пĕлӳ паракан вĕренӳ учрежденийĕсене конкурс мелĕпе вĕренме кĕмеллин йĕркине çирĕплетнĕ. Вĕренсе тухнисене ĕçе вырнаçма Ĕçпе тивĕçтерекен Патшалăх службин Чăваш Енри уйрăмĕн порталĕ çинче резюме банкне вырнаçтарнă. Служба пĕлтернĕ тăрăх,  2012-мĕш çулта вĕсем патне республикăри хуласемпе районсенчен 1348 вĕренсе тухнă çын  ĕçсĕррисен черетне тăнă. Вăл 2011 çулхипе танлаштарсан 41,6 процент чухлĕ сахалтарах. 2013 çулта аслă тата вăтам пĕлӳ илнĕ, çав шутрах вĕсем ĕçсĕр пулнине çирĕплетме палăртнă службăна 100 çын тăма ĕлкĕрнĕ.  Михаил  Игнатьев ĕç рынăкĕнче вĕренсе тухнисем ĕçе вырнаçассин ыйтăвĕ лайăхланса пынине палăртса хăварнă. «Пур-пĕрех аслă шкул вĕренсе тухнă çынсем ĕçе вырнаçайманнине пăшăрханса пĕлтернĕ. Йăнăшĕ - вĕренме кĕнĕ чух кирлĕ пек профессие суйласа илменни, - тесе палăртнă. Пилĕк çул хушшинче ачасене вĕрентсе кăларма вăтамран 350-400 пин тăкакланать. Çитменине кайран патшалăх хăй çине илсе тепĕр ĕç валли вĕрентсе кăларма тăкакланать, - тесе уйрăммăн палăртса хăварнă республика Пуçлăхĕ. 2013-мĕш çулта çуркуннехи  тапхăрпа çар ретне тăма каяс ачасен пĕтĕмĕшлне йышĕ çинчен Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева каласа кăтартнă. Çуркуннехи тапхăрпа çар ретне 6902 çынна тăратма пăхса хăварнă, вĕсенчен 6827 çар ретне тăма килĕшнĕ, вăл 98,9 процентпа танлашать. Сăлтавсăр – 68 çын комисси чĕнĕвне хирĕçленĕ, 9 çын çар ретĕнчен сăлтавсăр тăрса юлнă.  Призыв вăхăтĕнче пăрăнакансене 634 çынна тупса палăртнă. Медицина ĕçченĕсем  салтака кайма юрăхлă 2280 çынна палăртнă, вăл 33,4 процентпа танлашать, 133 çынна кайма юраманни çинчен  калакан справка парса çирĕплетнĕ. Республика планпа пăхса хăварнă йыша туллин пурнăçласа çитернĕ. Михаил Игнатьев, çара кайни - çамрăк яшсене малашнехи пурнăçра çирĕп пулма вĕрентни çинчен каланă. «Салтака кайса килнĕ çынсем пурнăç тутти-масине пĕлме пуçлаççĕ. Унтан килсен вĕсем хăйсен çемьисене те пулăшма пултарĕç», -  тенĕ Пуçлăх. Аслă шкулсенче çамрăксене патриотла воспитанисем парасси çине пысăк тимлĕх уйăрма хушса хăварнă. Çар ретĕнче тăрса хисепе тивĕçнĕ çынсемпе тĕл пулусем йĕркелесе ирттерме хушнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ канашлăва пĕтĕмлетнĕ май иртнĕ шăматкун Самарăра ПФО регионĕсенчи ертӳçĕсемпе Атăлçи Федераллă округпа Раççей Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Михил Бабич тата  Раççейри Хăрушсăрлăх канашĕн Секретарĕ Николай Патрушев йĕркелесе ирттернĕ канашлу çинчен чарăнса тăнă. Калаçу тĕпрен илсен çут-çанталăка пула пулса иртекен инкексенчен асăрханмалли ыйтусем тавра пулнине асăннă.



15 июля 2013
16:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter