Волонтерсем пулăшаççĕ

Универсиадăна волонтерсен 24 çĕр-шыври 20 пинлĕ команди те хутшăнать. Чăваш Республикинчи волонтерсен делегацийĕн йышĕнче Элĕк районĕн çамрăкĕсем те пур. Вĕсем ăмăртусене хутшăнакансене тĕрлĕ енлĕ пысăк пулăшу кÿреççĕ – Универсиада ялĕнче командăсене йышăнаççĕ, ăмăртусене ăсатаççĕ. Награда ушкăнне те кĕреççĕ, вăйăсене уçнă, вĕçленĕ çĕрте те активлăх кăтартаççĕ. Сменăри лайăх волонтерсем кулленех палăраççĕ, вĕсене «Çăлтăр» параççĕ. Виçĕ «Çăлтăр» пухакан парнене тивĕçет.



15 июля 2013
16:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter