Элĕк районĕ: çул-йěре çěнěрен тăваççě, юсаççě

2013 çулта Элěк Енре çул- йěр тума, юсама тата пăхса тăма бюджетран 26264,5 пин тенкě уйăрма пăхса хăварнă. Асăннă суммăран 22163,1 пин тенки республика бюджетěнчен килнě пулсан, 4101,4 пин тенкине вырăнти бюджет тивěçтернě. Çавăнтан районти автомобиль çулěсене пăхса тытса тăма 14269,7 пин тенкě тăкаклěç. Ку шутран 12842,8 пин – республикăран уйăрни, 1426,9 пин тенки – вырăнти бюджетран. Çавăн пекех ял тăрăхěсенчи çулсене юсама тата пăхса тăма 7961,3 пин тенкě парěç.

Нумай хваттерлě çуртсен территорийěсене, унти çулсене те юсама палăртнă. Çак тěллевпе республикăран -  1737,2 пин, вырăнти бюджетран 173,7 пин тенкě уйăрнă. Кăçалхи кăрлач-çěртме уйăхěсенче районти çул-йěр çинче 14611,6 пин тенкěлěх ěç пурнăçланă. Автомобиль çулěсене пăхса тăма 10583,6 пин тенкě, çул-йěре юсама 4028,0 пин тенкě кайнă. Вырăнти пěлтерěшлě çул-йěре юсаса тикěслеме иртнě ултă уйăхра 11288,5 пин тенкě тивěçтернě. Çакă çулталăкра уйрнин 43 проценчě. Ял тăрăхěсен чиккинчи автоçулсене пăхса тăрас ěçе 1740,4 пин тенкěлěх пурнăçланă, 1173,5 пин тенкěлěх тÿлевпе татăлнă.

Çавăн пекех ял тăрăхěсен чиккисенчи пурте усă куракан çул-йěре, ятарлă сооруженисене юсас ěç те япăх мар пырать. Пěтěмпе хальлěхе çакна 2566,5 пинлěх тунă. Мăн Шěвěш – Мартынкасси – Шур-Пайраш автоçул çинчи 3 км лаптăка тикěслес ěç малалла пырать. Элěк салинчи Советски урамěнчи 36/1, 38/2 нумай хваттерлě çуртсем умěнчи çулсене юсас ěç вěçленнě. Ку енěпе Парк урамěнчи 3, 5а, 7а çуртсем çывăхěнче малалла ěçлеççě.



15 июля 2013
16:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter