Тыл ěçченě – 95 çулта

Элěк районěнче Эренар ялěнче пурăнакан Ольга Антиповна Антипова 95 çулхи юбилейне паллă турě.

Юбиляра район администрацийěн пуçлăхěн çумě Лидия Никитина саламларě. Раççей Федерацийěн Президенчě янă саламлă çырăва вуласа пачě, пурнăçра ырлăх-сывлăх, çемьере килěшÿ, ăнăçу сунчě. О. Антиповăна социаллă  хÿтлěх пайěн эксперчě Фаина Трофимовăпа Тени ял тăрăхěн пуçлăхě Галина Мурзакова саламларěç.

Ольга Антиповна 1918 çулхи июлěн 3-мěшěнче Эренар ялěнче çуралнă. Тăван шкулта 4 класс пěтернě хыççăн хуçалăхра тăрăшнă. 1938 çулта ял каччипе П. Тарасовпа çемье çавăрнă, хěр çуратса ура çине тăратнă. Ольга Антиповнăн мăшăрне 1938 çулта салтака илнě. Хěрарăм тěпренчěкне пěчченех воспитании панă. П. Тарасов вăрçăра нимěçсен аллине лекнě, вăхăтсăр çухалнă. О. Антипова мěн-пур йывăрлăха чăтса ачине вěрентсе кăларассишěн, ытлă-çитлě пурăнтарассишěн ял хуçалăхěнче вăй хунă, О. Антипова – тыл ěçченě. Халě асап тÿссе ирттернě хěрарăм хěрěпе пурăнать. Ольга Антиповнăн 4 мăнук, 11 кěçěн мăнук тата 2 кěçěн мăнукě ачисем.

О. Антипова мăнукěсемпе савăнса пурăнать, иртнине те манмасть.



15 июля 2013
16:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter