«Чăваш Республикин 2013 çулхи тата планпа пăхнă 2014 тата 2015 çулсенчи бюджечĕ çинчен» калакан саккун проектне Министрсен Кабинечĕн членĕсем ырланă

 Утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ. Правительство членĕсем саккун проекчĕсене тишкернĕ. «Чăваш Республикин 2013 çулхи тата планпа пăхнă 2014 тата 2015 çулсенчи бюджечĕ çинчен» саккун проектне тишкерсе тухнă. Улшăнусем кĕртнĕ хыççăн бюджетăн тупăш пайĕ 2013 çулта 3888,1 млн тенкĕне çитĕ, - тенĕ Чăваш Республикин финанс министрĕ Михаил Ноздряков. Федераци бюджетĕнчен агропроышленность комплексне патшалăх енчен парса пулăшакан укçа 914,9 млн. куçĕ. Михаил Ноздряков саккун проекчĕпе килĕшӳллĕн çавăн пекех ял хуçалăхне хушма пулăшу  236,1 млн. тенкĕ уйăрасси пирки хыпара та пĕлтернĕ. Пĕтĕмпе кăçал агропромышленноç комплексне тĕрев пама федераци енчен 1,3 млрд тенкĕ куçарма палăртса хунă.  Пурăнмалли çурт-йĕр строительствине патшалăх енчен парса пулăшакан укçа 213 млн. тенкĕ, çав шутрах  çамрăк çемьесене пурăнма хваттерсемпе тивĕçтерес ыйту та пурăçланĕ, ăна валли хушма укçа тенкĕ уйăрма палăртнă программăпа килĕшӳллĕн 120,1 млн. тенкĕ, ялсенче пурăнакансен пурнăç условине лайăхлатма - 92,9 млн. тенкĕ куçĕ.   Социаллă инфраструктура тытăмне анлăлатма федераци бюджетĕнчен 1119 млн. тенкĕ куçарма палăртнă. Республикăри шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсене тĕпрен çĕнетсе юсама тата çĕннисене хăпартса лартма 614,6 млн. тенкĕ пăхса хăварнă.  Социаллă хӳтлĕхсĕр, сахал тупăшлă çемьесене пулăшма хушма укçа федераци бюджетĕнчен 289, 5 млн. тенкĕ пăхса хăварнă. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене малашне те пулăшассине палăртнă ларура. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас тĕлĕшпе 219,4 млн. тенкĕ хывнă, коммерциллĕ мар организацисене пулăшас тесе 10,3 млн.тенкĕ йышăнса хăварнă. Министрсен Кабинечĕн членĕсем патшалăх корпорацийĕн - Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра реформа ирттерме пулăшакан фондăн - укçи-тенкине граждансене кивĕ çуртсенчен куçарма 868,3 млн. тенкĕ, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен çĕнетсе ылмаштарма 66,8 млн. тенкĕ пăхса хăварнă. Тăкаксене пăхнă тăрăх Чăваш Республикин саккун проекчĕсемпе килĕшӳллĕш 3882,1 млн тенкĕ ӳсме шантарать. Чăваш Республикин бюджечĕн чи пысăк виçен пайĕсем «Нацин экономикине»  (1247,9 млн. тенкĕ), ЖКХ – 1142,4 млн, вĕренӳ пайне – 717,7 млн, социаллă политикăна – 278,8 млн, тенкĕ, çав шутрах пĕтĕмĕшле патшалăх ыйтăвĕсене татса памалли тăкакĕ 130 млн. тенкĕллĕх пĕчĕкленет. Патшалăхăн тата муниципалитетăн парăмĕсене татассин виçи те курăмлăнах чакнă. Паянхи канашлура медицина страхованийĕсене тăвас ыйтăвăн хăш-пĕр енĕсене те пăхса тухнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова республикăра обязательнăй страхованийĕн тĕп пайĕн тăкаксемпе тупăш пайĕ 144 млн. тенкĕ ӳсесси пирки асăнса хăварнă.



15 июля 2013
14:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter