Элĕк районĕ: çĕнĕ техника туяннă

Ехремкасси ялĕнчи Олег Михайлов – пултаруллă çамрăк. Вăл техникăпа ĕçлеме юратать, çĕнĕлĕхе хаклать. Хастар çамрăк хресчен-фермер хуçалăхне йĕркеленĕ, çавна май çăмăллăхпа усă курма та тивĕçнĕ. О.Михайлов, патшалăх пулăшăвĕпе усă курса, «Беларусь-82» трактор, косилка, пресс-подборщик тата ытти техника та туяннă. Çамрăк фермер
халĕ выльăх апачĕ ытларах хатĕрлессишĕн вăй хурать. Сăмах май каласан, кăçал районта çĕнĕ трактор туяннисем виççĕн пулчĕç.

 



15 июля 2013
16:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter