Вăрнар районĕ: вырмана хатĕрленсе

«Мураты» ял хуçалăх уйĕсенче 40 гектар çинчи кĕр тыррисем хăвăрт пиçсе пыраççĕ. 570 гектар çинчи çуртрисем те саралма тытăнчĕç.

Тыр-пула вăхăтра, тирпейлĕ пухса кĕртесси – ял ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ. Кăçалччен çăкаллă-явăшсен «Дон-1500» тата «Вектор» комбайнсем çеç пулнăччĕ. Анчахрах техника паркне «ACROS 520» çĕнĕ комбайн хушăнчĕ. Ăна тырпул пухса кĕртнĕ çĕрте 20 çул ытла малта пынă Александр Федоров комбайнера шанса пачĕç. Вăл кăçал та ывăлĕпе – Леонидпа – вырмара хастар ĕçлеме шантарчĕ.

Юсавçăсем комбайнсене вырмана хатĕрлесе çитернипе пĕрлех тырă тасатмалли, ăна типĕтмелли комплекссене йĕркене кĕртсе çитерчĕç. Йĕтемсемпе кĕлетсем çĕнĕ тырă йышăнма хатĕр.

– Уй-хир пуянлăхĕ кĕлете таса та типĕ кĕтĕр, лайăх упрантăр тесе нумай вăй хуратпăр. Çитес çулхи тырпул шăпишĕн те тăрăшатпăр, кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлетпĕр, – терĕ Ираида Прокопьева бригадир, вырма умĕнхи ĕçсемпе паллаштарнă май.

В.МОСКВИН



15 июля 2013
10:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter