Хĕрлĕ Чутай районĕ: професси уявĕнче – тулли кăмăлпа

Паянхи кун почта çăмăлах мар тапхăра тÿссе ирттерет. Çĕнĕлĕхсем нумай: почтăн тĕп ертÿçи улшăнни, почта ĕçченĕсен штатне кĕскетни, ĕç тĕсĕсем нумайланни... Ку – интернета кĕмелли пур енлĕ пулăшу ĕçĕсем, электронлă майпа суту-илÿ ĕçне йĕркелесси, темиçе минутрах укçа куçарасси, банк карттисемпе ĕçлесси, кредит тÿлесси, пĕр вăхăтра тĕрлĕ тÿлев йышăнасси... Самана ыйтнине кура пурнăç хăвăрт улшăннă май почта ĕçченĕсем электрон технологийĕсене алла илсе ĕçлесе тăрăшулăх кăтартаççĕ, çавăнпах клиентсен йышĕ те ÿсет. Ахальтен мар Çĕмĕрле почтамчĕ республикăри ытти уйрăмсем хушшинче ăнăçлă ĕçлекенсен йышне кĕнĕ, ĕç кăтартăвĕсемпе иккĕмĕш вырăна тухма пултарнă. Çакăн çинчен каларĕ те Çĕмĕрлери почтамт начальникĕ Фридрих Альштут. Çитĕнÿре хĕрлĕчутайсен тÿпи пуррине те палăртрĕ. Раççей почта çыхăнăвне аталантарас тĕлĕшре активлăх кăтартнăшăн Атнарти çыхăну уйрăмĕн начальникне Ирина Сорокинана, Шĕмшешри çыхăну уйрăмĕн почтальонне Юлия Михеевана "Раççей почти" федераллă патшалăх унитарлă предприятин Хисеп грамотине тата 15 пин тенкĕ преми, Штанашри Надежда Шипеевана ЧР Информаци политикин министерствин, Хĕрлĕ Чутайри почта уйрăмĕн начальникĕн çумне Нина Товинана профсоюз комитечĕн Хисеп грамотисене парса чысларĕ. Çавăн пекех кулленхи ĕçре пысăк кăтартусем тунăшăн Çĕмĕрле почтамчĕн Тав çырăвне Людмила Швешкеева, Алевтина Сергеева, Галина Кошмаркина, Ольга Чучакова, Анна Васькина, Любовь Долгова, Ирина Трофимова, Людмила Сандомирова, Зоя Субботина, Вера Федорова тивĕçрĕç. Çĕмĕрлери почтамт начальникĕ Фридрих Альштут Хĕрлĕ Чутай почти çинче те чарăнса тăчĕ, хальхи вăхăтра унта юсав ĕçĕсем пынине, Раççей почти ку ĕçе пысăк укçа (пилĕк миллионлăх смета тунă) хывнине, çитес уйăхра кунта хальхи йышши корпоративлă çыхăну центрĕ уçăлассине пĕлтерчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров почта ĕçченĕсен кунĕпе саламланă май професси тĕлĕшĕнче ăсталăхпа палăрнăшăн район администрацийĕн Хисеп грамотисене Мучикассинчи çыхăну уйрăмĕн начальникне Елена Самылкинана, Хĕрлĕ Чутайри, Утаркассинчи, Хусанушкăнчи çыхăну уйрăмĕсенчи Наталья Кондрашкина, Зинаида Солдаткина, Зоя Семенова почтальонсене Хисеп хучĕсем парса чысларĕ. Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов та пухăннисене уявпа саламларĕ, Атнарти почта çыхăнăвĕн коллективне Тав çырăвĕ тата парне пачĕ. "Пирĕн пурнăç" район хаçачĕн тĕп редакторĕ Галина Ястребова та почта ĕçченĕсене уявпа ăшшăн саламларĕ, малашне те тачă çыхăнса ĕçлеме ăнăçу сунчĕ. Галина Николаевна район хаçатне халăха çырăнтарасси почтальонсенчен нумай килнине палăртрĕ. Вĕсен тăрăшулăхне пулах райхаçата кăçалхи иккĕмĕш çур çулта илсе тăма 3540 экземпляр çырăннă. Пĕлтĕрхи ку вăхăтринчен пĕр экземпляр та чакарман. Çырăнтару тапхăрĕнче ку енĕпе лайăх ĕçленисем – Хĕрлĕ Чутайри, Мучикассинчи, Утаркассинчи, Кив Атикассинчи çыхăну уйрăмĕсенчи Наталья Кондрашкина, Юлия Майорова, Галина Печникова, Галина Капитонова, Клавдия Офишкина, Инна Захарова, Алина Тиверкина почтальонкăсем – редакцин Тав çырăвĕсене тата парнесене тивĕçрĕç. Мĕн авалтан почта общество пурнăçĕнче уйрăм вырăн йышăннă: тĕрлĕ хулара, ялта е çĕр-шывра пурăнакансене пĕрлештернĕ, чĕрене ăшăтакан çыру çитернĕ, бандерольпе е посылкăпа кĕтмен асамлăх парнеленĕ. Паянхи кун та почтальонсем – ял çыннисемшĕн яланах кĕтнĕ çынсем. Вĕсем халăха хаçат-журналпа, пенсипе кăна мар, тĕрлĕ таварпа та тивĕçтереççĕ. Хирлÿкассинче пурăнакан ватă çынсем ав Пантьăкри почта ĕçченĕсене тав тăваççĕ. Ăшă самахсенчен тăракан çыру редакцине Иван Крыцовкинран килчĕ. Çапла почтальонсен ĕçĕ çăмăлах маррине кура вĕсен ячĕпе малашне те ырă сăмахсем çеç янăраччăр. А.ЗАМУТКИНА.



15 июля 2013
10:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter