Чăваш хĕрĕсем пысăк çитĕнÿпе савăнтараççĕ. Маттур!

Хусанта Универсиада ăмăртăвĕсем малалла пыраççĕ. Пĕ­тĕмлетÿсем тума иртерех пулин те Пĕтĕм тĕнчери студентсен спорт уявĕн зачет кĕнекине çирĕппĕнех «5» паллă лартăпăр.

Командăсем, уйрăм спортсменсем çитĕнÿ чылай турĕç. Акă Хабаровск хулинчи студентка Екатерина Конева виçĕ хут сикессипе хăйĕн рекордне çĕнетрĕ - 14 метр та 82 сантиметр. Унăн тĕнче чемпионатне /Мускав, çурла уйăхĕн 10-18-мĕшĕсем/ хутшăнас шанăç пысăк.

Тутарстан тĕп хулинче Чăваш Ен спортсменĕсен ячĕсем те янăраççĕ. ПĕлтернĕччĕS 20 километра утассипе Ирина Юманова иккĕмĕш вырăна тухса кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Ырă хыпар çумне тата тепĕр хыпара та хушма тиветS чаплă церемонире Иринăна «ылтăнпа» та чысларĕç - командăпа ăмăртса пĕрремĕш вырăн йышăннăшăн. «Пултаруллă ентешĕмĕрĕн çитĕнĕвĕпе Хусанта пĕрле савăнтăмăр, - терĕ ЧПУн журналистика факультечĕн деканĕ Анатолий Данилов. - Универсиадăна автобуспа чылайăн кайса килтĕмĕр. Ирина мĕнле хастарлăхпа ăмăртни, чыслав пьедесталĕ çинче мăнаçлăн тăни халĕ те куç умĕнчех. 45 çула çитнĕ аслă шкулта Универсиадăра палăрнă студентсем пулман, пирĕншĕн Ирина Юманова çĕнсе илнĕ кĕмĕл медаль ылтăнпа танах».

Телее, çĕнни татах пур. Спортсменсемпе пĕрле яваплă экзамена вĕсен тренерĕсем те тытаççĕ. Ку енĕпе малти вырăна Чăваш Енри паллă тренер Михаил Кузнецов йышăнать. Унăн вĕренекенĕсем Раççей командине 3 медаль парнелерĕç. 10000 метра чупса иккĕмĕш вырăн йышăннă Алина Прокопьева, 3000 метра чăрмавсем урлă чупса чемпион ятне çĕнсе илнĕ Юлия Зарипова, ĕнер каллех - Алина Прокопьева. Иккĕмĕш «кĕмĕле» вăл çурма марафонта тивĕçрĕ. 21 километр­­лă дистанцие Алина 1 сехет те 13 минут та 18 çеккунтра вĕçлерĕ. Кăтарту япăх мар, çапах та Чăваш Республикин рекордне çĕнетеймен.

Пĕр кун маларах çăмăл атлетикăн çичĕ енĕпе ăмăртакан спортсменкăсен хушшинче чи пултаруллисене палăртрĕç. Шел те, пурсăмăр та кĕтни пĕтĕмпех пурнăçланаймарĕ. Сăмах Кристина Савицкая пирки. Икĕ хутчен Раççей чемпионки, Лондонри Олимп вăййисене хутшăннăскер, ку хутĕнче - пиллĕкмĕш. Кăçал Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинчен вĕренсе тухнă спорт мастерĕ 22-ре кăна-ха. Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕн Владимир Слушкинăн вĕренекенĕ малашне лайăх кăтартусемпе савăнтарасса кĕтетпĕр. Çичĕ енлĕ кĕрешÿре вара Раççейри тепĕр спортсменка, тĕнче чемпионки, Олимп вăййисенче медале икĕ хут тивĕçнĕ Татьяна Чернова çĕнтерчĕ. Пĕрремĕш ăмăртусенчех мала тухнăскере никам та çитеймерĕ.

Умра шутлă та пĕлтерĕшлĕ стартсем юлчĕç. Канмалли кунсенче кĕрешÿçĕсен турнирĕнче Екатерина Краснова ăнăçу тăвасса шанатпăр. Резервран тĕп команда йышне кĕнĕ Антонина Савельева теннисистка та тупăшăва тухĕ.

  Юрий ПЛОТНИКОВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
15 июля 2013
08:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter