Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: «Чиновниксем хăйсене шанса панă ĕçсене кирлĕ пек пурнăçламаннишĕн яваплăх ӳсет»

Утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен  контрольпе асăрхав ĕçĕн эффективлăхĕне пăхса тăракан ведомствăсен комиссийĕн анлă ларăвне ирттернĕ. Хăйĕн сăмахĕнче республика Пуçлăхĕ палăртнă ыйту питĕ кирлĕ, актуаллă пулннине каланă, Раççей Президенчĕ Владимир Путинăн цитатине тĕслĕх вырăнне илсе кăтартнă: «Тĕрĕслев – патшалăхшăн каламасăрах паллă чи кирлĕ функци. Енчен те тĕрĕслев органĕсемшĕн кăтартуран маларах шучĕ е хисепĕ  малти вырăнта тăрать пулсан ку паллах ĕçлени мар», -  тесе çирĕппĕн асăрхаттарнă республика Пуçлăхĕ.   Тĕрĕслев органĕсен тĕп кăтартăвĕ йĕркесĕрлĕхе тупса палăртнин хисепĕ нуммай пулнинче мар, муниципалитетсенче - саккуна пăхăнса тĕрĕс ĕçлеме вĕрентессинче», - тенĕ Пуçлăх.  Тĕрĕслевпе асăрхав органĕсен практикăпа пурнăçа кăштах пĕлме тăрăшмалла». Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлешĕвĕсемпе çыхăнса ĕçлекен Канашăн директорĕ Станислав Николаев калаçнă.   Пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлес тĕллевпе тата Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлешĕвĕсемпе ăнланса ĕçлеме хăш-пĕр асăрхав органĕсемпе килĕшӳ туса хăварнă пулнă. Хальхи вăхăтра республикăри хăй тытăмлăх органĕсене  18 надзор органĕ пăхса тăрать. Унсăр пуçне  Чăваш Республикинчи  14 ĕç тăвакан влаç органĕ 40 ытла тĕрлĕ йышши контрольпе асăрхав ĕçĕсем ирттереççĕ.  Станислав Николаев çав тери пысăк тĕрĕслевсем йышлă пулни тепре чухне шухăша та янине асăнса хăварнă.  Тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслевсемпе, штрафсем муниципаллă служащисен ĕçĕ-хĕлне такăнтарма та пултарнине асăннă. Палăртнă шухăшпа нумай администраци пуçлăхĕсем те килĕшнĕ. Хăй тытăмлăх органĕсенче  çул-йĕрпе çыхăннă контрольпе асăрхав ĕçĕ-хĕлĕн кăтартăвĕсем çинчен Чăваш Республикинчи транспорт ĕçĕнчи асăрхавăн федераллă службин Управлени пуçлăхĕн çумĕ Сергей Одокиенко, Чăваш Енри Патшалăх ĕçлев инспекцийĕн ертӳçин ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Раиса Павлова, Федерацин финанс бюджет асăрхав службин  Чăваш Республикинчи территори органĕн ертӳçи Нина Константинова,  Чăваш Енри обществăлла çыхăнусен, информаци технологисемпе массăлла куммуникацисен ĕç-хĕлне асăрхаса тăракан Управлени пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Татьяна Евдокимова, Ферацин монопаолие хирĕçле службин Чăваш Ен – Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертӳçи Вячеслав Борисов тĕплĕн паллаштарнă.  Канашлура Чăваш Республикин Прокурорĕн çумĕ Александр Григорьев сăмах илнĕ. Михаил Игнатьев вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертӳçисемпе асăрхав органĕсене пĕр-пĕринпе килĕшсе курăмлă ĕçлесе пынишĕн тав туса  тата та тухăçлăрах ĕçлеме сĕнсе хăварнă. «Саккунсен бази кунсерен çĕнелсех пырать, унăн çĕнĕллĕхĕсене витĕмлĕ сăнаса пырса пĕлсе пыма тăрăшмалла. Енчен те чиновниксем хăйсене шанса панă ĕçсене тĕрĕс-тĕкел пурнăласа пымасан, яваплăх тыттарасси ӳссе пырĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.  Пĕр-пĕринпе ăнланса ĕçлени - малашнехи ĕçсенче йăнăшсем тăвассинчен хăтарса çеç пырĕ. Енчен те пĕр-пĕр ĕçе вăхăтра татса парас тесессĕн пĕрне-пĕри пулăшса ĕçлесе пыма пĕлмеллине чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

 



16 июля 2013
16:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter