Йĕпреç районĕ: ĕç ветеранне 80 çулхи юбилей ячĕпе саламларĕç

Питрав кунĕнче Малиновкăра пурăнакан Ананьева Александра Петровна 80 çул тултарчĕ. Ăна саламлама мăшăрĕ, ывăлĕсемпе кинĕсем, хĕрĕпе кĕрÿшĕ, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем, тус-тăванĕ, кÿршĕ-аршă кěрекене пуçтарǎнчěç. 80 çулхи юбилея паллǎ тума Ирçе Çармăс ял поселенийĕн пуçлăхĕ Карсаков С. Н. тата информаципе культура центрěн ěçченěсем те килсе çитрěç. Салам сǎмахěпе пěрле ял пуçлǎхě юбиляра парне пачě. Юбилея хаваслă ирттерме юратнă ачисем чĕнсе илнĕ чăваш эстрада çăлтăрĕ Виталий Адюков хăнасемпе ял-йыша илемлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕ.

Шура аппа 1933 çулхи утă уйăхĕн вун виççĕмĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Ишек ялĕнче çуралнă. 1957-мĕш çулта Ананьев Василий Ананьевичпа пĕрлешсе Малиновка ялĕнче çемье çавăрнă. Юратнă мăшăрĕпе 10 ача çуратса ура çине тăратнă. Шура аппа нумай çул ырми-канми фермǎра тǎрǎшнǎ. Унăн ěçне партипе правительство пысǎк хак панǎ. Александра Петровнăн тав хучěсем, Хисеп грамотисем, медальсем нумай.

Шура аппана пурнăç çулĕпе ÿлĕмрен те çĕнтерÿллĕн те хастаррăн утма, ачасемпе мăнуксен тата кĕçĕн мăнуксен телей-савăнăçне пĕрле пайласа пурăнма ырлăх-сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунатпăр.



16 июля 2013
08:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter