Тăвай районĕ: ĕçсем кал-кал пулса пымалла

Район администрацийĕнчи ĕç эрни тунти кунхи черетлĕ планеркăран пуçланнă, унта администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан пĕрремĕш çумĕ – АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетсе малашлăх тĕллевсем палăртнă.

АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн ял хуçалăх секторĕн заведующийĕ Николай Краснов районта июлĕн 15-мĕшĕ тĕлне пурĕ 3400 тонна утă, 5220 тонна сенаж е пĕтĕмпе 30960 центнер апат единици хатĕрлесе хунипе паллаштарнă. 1 условнăй выльăх пуçне ку вăл 13,05 (республикăра – 13,3) центнерпа танлашать. Кĕр тыррисем акма 1810 гектар çĕр хатĕрлесе хунă.

Администраци пуçлăхĕн çумĕ – вĕренÿ пайĕн начальникĕ Владимир Шакров пур шкулта та юсав пыни çинчен каланă. Тăрмăшпа Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕсенче юсав ĕçĕсем уйрăмах кал-кал пыраççĕ.

Экстренлă службăсен иртнĕ эрнери ĕçĕ-хĕлĕпе информацисем итленĕ.

Ку эрнери уйрăмах пĕлтерĕшлĕ мероприятисен шутĕнче – район администрацийĕн команди июлĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи патшалăх влаçĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен работникĕсен мини-футболпа иртекен 2013 çулхи ХII Спартакиадине хутшăнассине палăртмалла. Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан должноçри яваплă çынсене ялсене тирпей-илем кÿрес, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсас, хваттерсене харпăр хăй газпа ăшăтмалла тăвас, вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлес, йĕркелĕхе пăсасран профилактикăна вăйлатас, пушартан сыхланас тĕлĕшпе тимлесе ĕçлессипе хушусем тунă.

Г.ЕГОРОВА.



16 июля 2013
08:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter