Чăваш Республикин экономикин модернизаципе технологие аталантаракан канаш ларăвĕ иртрĕ

Утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин экономикин модернизаципе технологие аталантаракан канаш ларăвне ирттернĕ. Раççей Федераци Президенчĕ  пĕлтĕр çу уйăхĕнче кăларнă указĕсем пурнăçа еплерех кĕрсе пынипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем тĕплĕн паллаштарнă. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илĕвĕн министрĕ Алексей Табаков палăртнă тăрăх, указпа килĕшӳллĕн 37 хушу пурнăçламаллине асăннă. 2012 çулта – 25, 2013 çулта – 6, 2014-2018 - мĕш çулсенче  пурнăçламаллисем – 6 ĕç хучĕ. Паянхи кун тĕлне 37 хушуран 22-шне пурнăçлама ĕлкĕрнĕ те. Чăваш Енре Раççей Президенчĕ В.В.Путин кăларнă Указсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе сывлăх сыхлавĕ, вĕренӳ, культура  тытăмĕсенче «çул-йĕр карттисем» тăвассине çирĕплетнĕ, тĕрлĕ йышши çĕнĕ программăсем йышăннă. Унсăр пуçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указсĕсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ.  2013-мĕш çулта 1-мĕш квартлта вăтам ĕç укçин виçи уйрăм категорири ĕçченсен палăртнă шайран самай пысăкрах. Патшалăх политикине тĕпе хурса медицина пулăшăвĕсене пахалăхлă парасси куç кĕретех -  ӳснĕ, юн тымар çаврăнăшĕн тата ытти çĕнĕ чирсемпе вилекенсен хисепĕ курăмлăнах чакнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова каланă тăрăх,  çулталăк вĕçленнĕ тĕле çуралакансен йышĕ вилекенсен хисепĕнчен самай ӳсесси пирки асăнса хăварнă. Вĕренӳ тытăмĕнче педагогсен, шкул çулне çитмен учрежденийĕсенче вăй хуракан воспитательсен шалу укçи каламасăрах паллă - ӳснĕ. Чăваш Республикин «2012-2020 çулсенчи экономика аталанăвĕ тата инноваци экономики», «2013-2020 çулсенче пĕлӳ парассине аталантарасси», «Чăваш Ен культури - 2012-2020 çулсенче», «2012-2020 çулсенче халăха ĕçпе тивĕçтерме пулăшасси» тата ытти программăна улшăнусем кĕртнĕ. Культура, вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕ, ытти енĕпе те «çул карттисем» хатĕрленĕ. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов  2013-мĕш çулăн авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 3 çултан пуçласа 7 çула çитнĕ вĕт-шакăрсене ача садне пĕтĕмпех вырнаçтарма май килнине каланă. Хальхи вăхăтра ача садне черетре тăракан çулталăк çурăран пуçласа 3 çула çитекен ачана 60 процента çити вырнаçтарма май килнине палăртса хăварнă. Хушма пĕлӳ парассине аталантарассипе Вĕренӳ министерстви анлă ĕçлесе пырать. Йывăр çемьесенче çитĕнекен ачасемпе ĕçлекенсен ĕç укçин шайĕ те самай ӳсни савăнтарать.  Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов культура тытăмĕнче вăй хуракансен шалу укçи ӳсни çинчен пĕлтернĕ. Пултаруллăх енĕпе ĕçлекен проектсенче çĕнсе илнĕ грантсен укçа виçи те ӳснĕ. Чăваш Ен культурин тытăмĕпе  Раççей Федерацийĕн нацисем хушшинчи килĕшĕве çирĕплетессипе туса ирттернĕ ĕçсем лайăх пурнăçланаççĕ. Республикăра 2013-мĕш çулта  ют çĕршывран килнĕ 23 гражданин вырăс чĕлхин курсне вĕренсе тухса  сертификата илме пултарнă, тест мелĕпе - 88 çын тухнă.  Республикăри çурт-йĕр строительствин ĕçĕсемпе Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков паллаштарнă. Хваттерсем тума çĕр лаптăкĕсен шутне йĕркелесе çирĕплетнĕ. Пĕтĕмĕшле 82 çĕр лаптăкĕ 301 гектар çинче шутланса тăрать. Вĕсенчен 37-шне эконом класлă хваттерсем тума палăртса хунă. Инфратытăма лайăхлатас тĕлĕшпе палăртнă çĕр лаптăкĕсенче нумай ачаллă çемьесене республикăн пĕрлештернĕ бюджетĕнчен  тата ытти çĕл куçсенчен те укçа уйăрма пăхса хăварнă.  Калăпăр «Чувашсетьгаз», «МРСК Волги»  акционерсен уçă пĕрлешĕвĕсем, «Коммунальные технологи» ООО кăçалхи çул инвестицие 55 млн. тенкĕ укçа хывма палăртнă. Çамрăк çемьесем, бюджет тытăмĕнче вăй хуракансем валли  ипотека кредичĕсем пама ятарлă условисем йĕркеленеççĕ. Вĕсене 2012-мĕш çулта 7,6 млд. тенкĕ укçа парса пулăшнă. Чăваш Енре Патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фончĕ анлăланса пырать. Паянхи кун тĕлне 16 объект хута яма ĕлкĕрнĕ. Пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарас программа та вăй илсех пырать. 2009-2012 çулсенче 2 пин çемьене лайăх хваттерсемпе тивĕçтернĕ. 2013 çулта нумай хваттерлĕ 82 япăх çуртсене  пăсса, 4810 çемьене  лайăххисене вырнаçтарма пăхса хăварнă. Михаил Игнатьев Раççей Федераци Президенчĕн Указсĕсем еплерех пурнăçа кĕрсе пыни çинчен халăхсене час-часах пĕлтерсех тăмалли çинчен асăрхаттарнă. Калăпăр, кашни уйăхрах республикăра районсемпе хуласенче Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕсем йĕркелесе ирттереççĕ. Тĕл пулусенче халăха туса ирттернĕ ĕçсем çинчен тĕплĕн паллаштарма тăрăшмаллине асăннă Пуçлăх. Çĕнĕ йышши малта пыракан технологиллĕ тавар çаврăнăшĕсем çинчен Чăваш Републикин экономика министрĕ Алексей Табаков каласа кăтартнă. Республикăра «РОСНАНО» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕпе пĕрле килĕшсе тунă план пурнăçа лайăх кĕрсе пырать.  Республикăра çĕнĕ йышши технологипе 6 тĕслĕ таварсене 9 производитель тирпейлеççĕ. 3 çул хушшинче 32,2 млн. тенкĕллĕх  таварсем калăпласа кăларма май килнĕ. 2013 çулта - 12,3 млн., 2014 çулта - 8,5 млн., 2015 çулта 11,5 млн. тенкĕллĕх палăртнă. Тĕплĕнрех 

 



17 июля 2013
11:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter